Акатуй хаваслăн, анлăн кĕрлерĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.06.2024, 14:12 Просмотров: 159

Шăматкун Вăрнар çийĕн аслати кĕмсĕр-тетрĕ, çумăр ирех лÿшкерĕ пулин те, çакă ентешсен кăмăл-туйăмне пăсмарĕ. Çуллахи чи юратнă уява - Акатуя - халăх яланхилле йышлăн пухăнчĕ. Культурăпа кану паркĕнче ача-пăча хаваслă сасси янăрать, вĕсем чуччу ярăнаççĕ, батутсем çинче сикеççĕ. Кунтах ăстаçă шăхлич калани сцена патне иртекенсене чарăнса тăма хистет. Хамăр тăрăхри алăстисен палаткисем умĕнчен те тÿрех иртсе каяймăн - пуканесем, карçинккасем, ытти япаласем куçа илĕртеççĕ. Ача-пăча ÿнер шкулĕн, пултарулăх çурчĕн преподавателĕсем тĕрлĕ мастер-класпа илĕртеççĕ.

Кăçалхи Акатуя Çемье тата Экологи культурин çулталăкĕсене халалланă. Çакă уйрăмах Хăнасен картишĕнче аван палăрчĕ. Территори пайĕсем ку темăсене тĕрлĕ мелпе кăтартма тăрăшрĕç. Кам фотозона хатĕрленĕ, кам экспозицисемпе, картинăсемпе илĕртет. Кашни палатка хăйнеевĕрлĕ. Кашниннех сĕтелĕ чăваш апат-çимĕçĕпе тулăх. Чăваш хĕрарăмĕсем сăпка сиктереççĕ, çăм арлаççĕ, çыхаççĕ, арçыннисем çăпата калăплаççĕ, çамрăксем вăйă выляççĕ. Пур çĕрте те чăваш юрри-кĕвви янăрать.

Пысăк хăнасем те вĕсене кăмăлласа пăхса çаврăнчĕç. Çак кун вăрнарсемпе пĕрле наци уявĕнче Чăваш енри конкурентлă политика тата тарифсемпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Сергей Егоров, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Владимир Свешников тата Роман Алексеев, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ, Обществăлла палата членĕ Людмила Абрамова та савăнчĕç.

Çĕр ĕçченĕн гимнĕ янăрама тытăнсан халăх сцена патне туртăнчĕ. «Алран кайми аки-сухине» пурте ура çинче тăрса итлерĕç. Кĕçех çамрăксем вăййа тухрĕç. Купăсçăсен ташă кĕвви чунсене çĕклерĕ. Ветерансен хорĕн юрри чĕресене патриотизмпа тултарчĕ.

Ак тата Акатуй ялавĕ те вĕлкĕшме тытăнчĕ. Кăçал ăна çĕклес чыса Вăрнарти аш-какай комбиначĕн ĕçченĕ Алина Федорова тата «Санары» агрофирма водителĕ Александр Харитонов тивĕçрĕç.

Вăрнарсене саламланă май, Сергей Егоров Чăваш ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн саламне те çитерчĕ. «Пирĕн пĕрлехи тĕллев - Чăваш ене экономика тата социаллă аталанăвĕн лидерĕ тăвасси. Пĕрле эпир республикăри хăтлă пурнăç условийĕсемшĕн, пирĕн регион туристсемшĕн илĕртÿллĕ пултăр тесе тăрăшатпăр. Чăваш ен Раççейĕн продовольствин суверинитетне çирĕплетессине тÿпе хывать. Çакăнта кашни ял çыннин ĕçĕ хывăннă. Пĕрле эпир тата пысăкрах çитĕнÿсем тăвăпăр», - тенĕ унта.

Пысăк хăнасенчен кашниех округ предприяти-организацийĕсен ĕçченĕсене тĕрлĕ шайри наградăпа чысларĕ.

Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тавĕпе округ администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕн заместительне Анатолий Мураткина наградăланă.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçнисем: «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» ТМЯО-н кăлпасси изделийĕсен производствин цехĕн аппаратчикĕ Лариса Лебедева, холодильник цехĕн мастерĕ Лариса Фролова, обвалка цехĕн обвальщикĕ Андриян Чарков, полуфабрикатсен цехĕн оборудовани операторĕ Алина Федорва, «Агрохмель» хуçалăхăн разнорабочийĕ Валерий Семинаров, «Санары» агрофирма водителĕ Александр Харитонов.

Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп грамотине илнисем: районти культура çурчĕн сасă режиссерĕ Александр Васильев, Малти Ишекри ял библиотекин библиотекарĕ Надежда Ефимова, Кушар Юнтапари культура çурчĕн ертÿçи Александр Иванов. Тавне тивĕçнисем: Малтикас Ялтăрари тата Пăртасри библиотекăсен библиотекарĕсем Елена Германова тата Ольга Иванова, районти культура çурчĕн методисчĕ Дмитрий Иванов.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Тавне улттăн тивĕçрĕç: округ администрацийĕн бухгалтерĕ Лариса Фадеева тата специалист-эксперчĕ Светлана Егорова, «Максимум» ТМЯО-н электромонтерĕ Геннадий Шорников, «Янгорчино» хуçалăх председателĕн заместителĕ Денис Романов, Упнер территори пайĕн пуçлăхĕ Геннадий Арбузов, Вăрнар территори пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Нина Павлова.

Çĕр ĕçĕн пысăк культуришĕн тата прогрессивлă технологисене ĕçе кĕртнĕшĕн I-мĕш степеньлĕ диплома «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АО ?ертÿçи Николай Аливанов%, II-мĕш степеньлĕ диплома «Мураты» кооператив ?ертÿçи Геннадий Спиридонов%, III-мĕш степеньлĕ диплома К.Маркс ячĕллĕ хуçалăх ?ертÿçи Валерий Шумилов% тивĕçрĕç. Фермер хуçалăхĕсенчен лидерсем - Валентин Павловăн, Андрей Петровăн тата Вера Дмитриеван коллективĕсем.

Вăрнар округĕн Хисеп грамотипе «Санары» агрофирмăн рабочине Ирина Афанасьевана, «Мураты» хуçалăх водительне Илья Петрова, Калининăри ветлечебница ветфельдшерне Олег Яблокова наградăларĕç.

Чăвашпотребсоюзăн Канашĕн Хисеп грамотипе Калинино райповĕн водительне Вячеслав Иванова тата лавкка заведующине Светлана Молчанована чысларĕç.

«Росгосстрахăн» Вăрнарти агент центрĕн ертÿçи Ирина Кошкина та ентешсене саламларĕ, чи активлă клиентсене парнесем кÿчĕ.

Яланхиллех Акатуй спорт вăййипе тулăх пулчĕ: харăсах площадкăсенче волейбол, мини-футбол вăййисем, шахмат, ирĕклĕ кĕрешÿ иртрĕç.

Калинино райповĕн ĕçченĕсем тутлă шÿрпепе, шашлăкпа сăйларĕç.

Юрă-ташă сасси паркра вăрахчен илтĕнчĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика