Юратнă ĕç киленĕç кÿрет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.06.2024, 14:13 Просмотров: 164

Çамрăксене ура çине çирĕп тăма патшалăх енчен пулăшу пулни - питĕ ырă пулăм. Акă, Çăлкас Кăкшăмри Александр Лукин юратнă ĕçĕпе - хурт-хăмăр ĕрчетессипе - тухăçлă тимлет. Ăна аталантарма вара шăпах та патшалăх уйăрнă çăмăллăх тĕрев панă.

Пĕлтĕрхи март уйăхĕнче Александр социаллă хÿтлĕх пайĕнче социаллă контракт майĕпе пулăшу илме ыйтса çырнă. Укçа-тенке уйрăм хушма хуçалăха аталантарма ярассине пĕлтернĕ. Документсене пăхса тухнă хыççăн ыйту майлă татăлнă, каччăн ырă ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнĕ: вăл утара пысăклатса пырать тата хурт-хăмăр ĕçĕ валли мĕнпур оборудованипе инвентаре те туянасшăн.

Юратнă ĕçĕнче Александра пулăшакан та чылай: ашшĕпе амăшĕ, пиччĕшĕсемпе аппăшĕ хавхалантарсах пыраççĕ. Тăрăшуллă та туслă çемье: «Юратсан кирек мĕнле ĕç те ăнать, тухăç парать», - тесе çирĕплетет.

Каламалла, хурт-хăмăрпа кăсăкланасси Çăлкас Кăкшăм каччин Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ вăхăтрах пуçланнă. Каярахпа вăл Чăваш патшалăх аграри университетĕнче пĕлĕве ÿстернĕ. Ку аслă шкултан вĕренсе тухнă чух шăпах та вĕлле хурчĕсене ĕрчетессипе диплом ĕçне хÿтĕленĕ вăл. Çамрăк специалист вара чунĕ туртнă ĕçпе интересленсех вăй хума тытăннă. Апла пулин те каччă наукăпа тĕпчеве те пăрахман. Округри, республикăри утарçăсен семинар-канашлăвĕсене, ытти мероприятисене активлă хутшăнать.

Аса илтеретпĕр, социаллă контракт йĕрки тăрăх пулăшупа пĕр çынна тивекен тупăш республикăри пурăнмалли мунимумран сахалрах çемьесене тивĕçтереççĕ. Укçа-тенкĕ пулăшăвĕн направленийĕсенчен пĕри - уйрăм хушма хуçалăх тытасси.

Пĕр хутчен тÿлев 200 пин тенкĕ таран пулма пултарать, ăна хуçалăха аталантарма кирлĕ таварсене туянма параççĕ. Гражданинăн самозанятый майĕпе регистрациленмелле тата туса илнĕ продукцие вырнаçтармалла.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика