Уяв тĕлне - патриотлăх слечĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.06.2024, 14:13 Просмотров: 141

Çĕршывăмăрăн пысăк праçникĕ - Раççей кунĕ - пирĕн округра та сумлăн та чыслăн иртрĕ. Шкулсемпе садиксенче, культура учрежденийĕсенче мĕн тĕрлĕ мероприятие пĕрлештермерĕ пулĕ вăл/! Раççей кунĕ умĕн тĕп уяв районти культура çурчĕ çумĕнчи кану паркĕнче те кĕрлерĕ те янăрарĕ. Урăхла калаймăн та, вăл чăннипех те патриотизм туйăмĕпе, хавхалануллă кăмăлпа тулли пулчĕ.

Ахальтен мар унăн тĕп участникĕсем - шкулсенче вĕренекенсем. Шăпах та вĕсем-çке - малашлăха çул хываканĕсем, çĕршывăмăрăн пуласлăхне çыраканĕсем. Мероприяти вĕсене Тăван çĕршывпа мухтанма, унăн ăнăçлăхĕшĕн яваплăха туйма вĕрентес тĕллевлĕ пулчĕ.

Уява «Хăрушсăрлăх тата йĕрке хуралĕн органĕсен çамрăк тусĕсем» отрядсен штабĕ йĕркеленĕ. Ку - округра кăçал кăна йĕркеленнĕ обществăлла пĕрлĕх. Питĕ кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ тĕллевсем лартать вăл хăй умне: ун йышне кĕрекенсем патриотла воспитанин чи лайăх йăлисене тытса пырасшăн, çĕршыв историйĕнчи паттăрлăх тĕслĕхĕсем çинче çамрăксене чăн хаклăхсене вĕрентме пулăшасшăн. Организаци кĕске вăхăт кăна ĕçлет пулин те пĕрремĕш утăмĕсем çирĕп, малашлăх планĕсем пысăк.

Çакна Раççей кунĕ умĕн ирттернĕ патриотлăх слечĕ те яр уççăн кăтартрĕ. Каникул вăхăчĕ пулин те ачасем ушкăнсене пухăннă, ăмăртăва туслăн хатĕрленнĕ. Пĕтĕмпе ултă шкул команди вăй виçрĕç: калининăсем, ярмушкасем, кÿстÿмĕрсем, хапăссем, çĕрпелсемпе мăн-явăшсем. Слетра ачасемпе хăрушсăрлăх тата йĕркелĕх хуралĕн службисен ертÿçисем тĕл пулни те мероприятин сумне çĕклерĕ. Штаб ертÿçи, полицин «Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Лилия Забирова, «Офицеры России» регионти уйрăмĕн ертÿçи Станислав Афанасьев, район прокурорĕ Сергей Парамонов, çар-патриот организацийĕсен представителĕсем тата ытти хăнасем вĕренекенсене уявпа саламланипе пĕрлех ăмăртусенче çивĕчлĕх, пысăк ăсталăх кăтартма сунчĕç.

Тепĕр тесен, вĕсем хăйсем те çĕршывăн хÿтĕлевĕнче-хуралĕнче яваплă та чыслă тăнипе çамрăксемшĕн тĕрĕс тĕслĕх. Çитменнине, «Вĕрентÿ» наци проекчĕ те патриотла воспитани парассине пысăк вырăн уйăрать.

Слет программи ачасене çав тери интереслентерни курăнчĕ. Отрядсем кашни конкурса хавхаланупа хутшăнчĕç. Акă, строй хатĕрленĕвне хаклакан офицерсем умĕнче хăйсене уйрăмах маттур кăтартас килчĕ çамрăк патриотсен. Ялава торжествăлла илсе тухассипе, парад стройĕнче ялавпа тата юрăпа утассипе кашниех хушусене тĕрĕс пурнăçлама тăрăшрĕ.

Творчество конкурсне те аван хатĕрленнĕ отрядсем. Янăравлă юрăсенче, илĕртÿллĕ ташăсенче, инсценировкăсенче çĕршывăмăрăн мăнаçлăхне, унăн хÿтĕлевçисен паттăрлăхне мухтарĕç. Краеведени конкурсĕнче вара вĕренекенсем Раççей историйĕпе çыхăннă ыйтусене шĕкĕлчерĕç, спорт тупăшăвĕсенче çивĕчлĕхпе, çирĕплĕхпе палăрчĕç. Пневматикăллă винтовкăран тĕл персе лектересси те килĕшрĕ çамрăксене - арçын ачасене кăна мар, хĕрачасене те.

Тĕрлĕ конкурссенче кашнинчех уйрăммăн мала тухакансем пулчĕç. Мĕнпур кăтартусене пĕтĕмлетнĕ тăрăх, слетăн тĕп çĕнтерÿçи Кÿстÿмĕр шкулĕн отрячĕ пулса тăчĕ. Вĕсенчен кăшт юлса иккĕмĕш вырăнта - хапăссем. Виççĕмĕш вырăна Калининăри тата Ярмушкари çамрăк патриотсен командисем пайларĕç.

- Раççей кунĕ тĕлне йĕркеленĕ слет çĕнĕ организацин çакăн пек пысăк шайри пĕрремĕш мероприятийĕ пулчĕ. Вăл чăннипех те вĕрентÿ организацийĕсене, ачасене хăйсене те кăсăклантарни курăнчĕ. Çакă эпир патриотлăх воспитанийĕн ĕçĕнче тĕрĕс çулпа пынине çирĕплетет. Апла пулсан слетсемпе конкурссене, çĕнĕ мероприятисене малашне те татах та интереслĕ ирттерме тăрăшăпăр. Вĕсенче хамăр тăрăхри шкулсен отрячĕсемпе пĕрлех кÿршĕ округсенчи ушкăнсене те хапăлласа кĕтетпĕр, - палăртаççĕ «Хăрушсăрлăх тата йĕрке хуралĕн органĕсен çамрăк тусĕсем» отрядсен штабĕн хастарĕсем.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика