Сывлăх хуралĕ тесенех куç умне шурă халат тăхăннă тухтăрсем, медсестрасем, медицина сферинче ĕçлекенсем тухса тăраççĕ. Кунĕн-çĕрĕн этем пурнăçĕшĕн тăрăшакансем пысăк хисепе тивĕçлĕ.
Çĕртме уйăхĕн кашни виççĕмĕш вырсарникунĕнче медицина ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ.
Кăçал та çак кун ячĕпе шурă халатлисене районти культура çуртне савăнăçлă мероприятие пухрĕç. Гиппократ тупине асра тытакансем тÿсĕмлĕх, çирĕплĕх кăтартса кулленхи ĕçĕпе пирĕн сывлăха сыхлаççĕ.
Хăйсен профессинче чăн ăста, кирек мĕнле лару-тăрура çынсене пулăшма васкакансене округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова, Вăрнар район тĕп больницин тĕп врачĕ Сергей Илюткин, округ депутачĕсем Евгений Захаров, Сергей Ильин саламларĕç, суйласа илнĕ профессие чун-чĕререн парăннăшăн тав турĕç, çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçу сунчĕç. Медицина ветеранĕсене те хисеплеме манмарĕç. Сăмах май округ пуçлăхĕн Надежда Никандрован ашшĕ Валериян Пантелеймонович Ананьев ятлă-сумлă хирург пулнă. Вăл «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» тата «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Надежда Никандрован амăшĕ те пархатарлă профессире тăрăшнă.
Çулсеренех медицина ĕçченĕсене чысласси йăлара. Ĕç çынна мухтава кăларать, теççĕ. Сывлăх сыхлавĕнче чылай тимлесе палăрнă Мария Ильина, Татьяна Александрова медсестрасене, Вера Андюшкина лаборатори техникне Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç. Вăрнар округĕн администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçнисем: Ирина Васильева врач, Галина Краснова, Лиля Иванова медсестрасем, Татьяна Волкова буфетчица.
Вăрнар округĕн администрацийĕн Тавĕпе гинекологи уйрăмĕнче тăрăшакан Ираида Афанасьева акушера, Хирпуçĕнчи ФАП-ра тимлекен Алевтина Алексеева фельдшера, Ольга Алексеева, Марина Андреева, Алена Викторова, Надежда Воробьева, Алина Иванова, Роза Михайлова, Александра Николаева, Альбина Орлова, Надежда Яковлева медсестрасене, ача-пăча поликлиникин администраторне Людмила Антоновăна, больницăн кадрсен ĕçĕпе тимлекен пайĕн операторĕсене Альбина Ластухинăпа Людмила Спиридоновăна, Лариса Николаева кастеляншăна, Ольга Львова, Светлана Быкова, Ольга Лепешкина тирпейлÿçĕсене чысларĕç.
Тĕп врачăн Хисеп грамотипе Тавне илме те сцена çине тухрĕç ĕç хастарĕсем.
Палăртмалла, професси уявне паллă тума пухăннисем хушшинче чылай çул ырми-канми тăрăшакансем сахал марччĕ. Паллах, пурте уяв сцени çине тухман пулин те вĕсем те ырă ятрах. Кунран-кун хăйсене шеллемесĕр, яваплăха туйса тимлеççĕ.
Пациентсем час-часах шур халатлă ĕçченсем эмелпе кăна мар, ăш сăмахпа та сипленине палăртаççĕ. «Халăх хаклавĕ - чи пысăк хисеп», - тесе ахальтен каламаççĕ.
Вăрнар район тĕп больници «Сывлăх» нацпроекта пурнăçа кĕртессипе тĕллевлĕ тăрăшать. Çавна май халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли майсем ытларах. Специалистсен ĕç условийĕсем те лайăхланаççĕ.
Профсоюз организацийĕн ертÿçи Елена Минаева ĕçтешĕсене чылай ăшă сăмахсем каласа ырă сунчĕ.
Чыслав саманчĕсем районти культура çурчĕн артисчĕсен пултарулăх номерĕсемпе черетленчĕç. Уява килнисене «Санар», «Тивлет» ушкăнсем кăмăлтанах савăнтарчĕç.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Ноябрь 2024 |