Испанирен - Вăрнара

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.06.2024, 14:14 Просмотров: 210

Андалусири паллă байкер - Мануэль Бальтасар Кастильо Ромеро. Ăна Европăри çичĕ çĕршыв урлă тусĕсемпе Раççее мотоциклпа çула тухма мĕн хĕтĕртнĕ-ха/

Пĕрремĕшĕнчен, Мануэль мăшăрĕ çуралнă çĕршыва питĕ кăмăллать. Иккĕмĕшĕнчен, инçе çулçÿреве тухса Раççей туристсене тарават пулнине кăтартасшăн. Мануэль Анăç пропагандисчĕсем суеçтерсе мăшăрĕн çĕршывне хурланине сивлет.

- Раççей аталану çулĕпе пынă, пырать, пырĕ те, - çирĕплетет Мануэль Кастильо. - Кунта ырă кăмăллă, ытти нацисене хисеплекен çынсем пурăнаççĕ.

Вăрнар округĕ те ют çĕршывра пурăнакансене тарават йышăннă. Испанецсем аш-какай комбиначĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Байкерсем предприятире аш- пăш продукцине мĕнле хатĕрленине курнă. Апат- çимĕçе тутанса та пăхнă.

- Эпир туссене хамăр производствăпа интересленнĕшĕн тав тăватпăр, малалла та ăнăçлă çулпа пыма сунатпăр! - тенĕ агрохолдинг ĕçченĕсем.

Палăртмалла, Мануэль Чăваш ене 8 çул каялла хăйĕн мăшăрĕпе - Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Лариса Манейкинăпа - килсе кайнăччĕ. Спорта кăмăллакансем республикăна икĕ кустăрмаллă «машинăпа» çитнĕ. Çулçÿреве 2016 çулта «Испани - Раççей» туризм çулталăкне халалланă. Халĕ çемьери тĕрлĕ сăлтавсене пула Лариса Испанирех юлнă.

Чăваш ен хĕрĕ аякра пурăнсан та Тăван çĕршыва чун-чĕререн юратать. Вăл Испанире пурăнакан Раççей çыннисемпе «Вилĕмсĕр полк» акци те ирттерет, вырăс ачисем валли Çĕнĕ çул ăлки те йĕркелет. Паллах, мăшăрĕ ăна ырă ĕçсем тума яланах пулăшать. Вăрнарсене те Мануэль хăйĕн тусĕсемпе питĕ килĕшнĕ, пирĕн ентешсем испанецсем анлă тавракурăмлă, ырă чунлă пулнине палăртнă.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика