Йăласене упрани çирĕплĕхе ÿстерет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.06.2024, 14:14 Просмотров: 154

Шăматкун Мус-каври «Раççей» курава килнисем чăвашсен наци уявĕпе - Акатуй илемĕпе те - киленме пултарнă. Вăл çĕршыври мĕнпур чăваша хăй тавра пуçтарчĕ.

Ентешсене, хăнасене Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă, наци йăлине сыхласа хăварасси чăвашсен чунĕнче пулнине, çакна ăрусем валли сыхласа хăварас тесе тăрăшнине палăртнă. «Ырăлăхпа ăслăлăха тĕпе хывнă акапа суха уявĕнче эпир хамăрăн йăласене чыслатпăр, çутçанталăка, Турра мĕнпур плансене ĕçе кĕртме пултарнишĕн тав тăватпăр. Шăпах та пĕрлĕхре пирĕн вăй. Çакна Раççей Президенчĕ Владимир Путин кашнинчех палăртать. Çăмăл мар тапхăрта пире шăпах та килĕшÿлĕх, пĕршухăшлăх кирлĕ»,- тенĕ Олег Алексеевич.

Культура программи харăсах пилĕк площадкăра куракансене тыткăнланă. «Халăхсен туслăхĕ» фонтанĕ çывăхĕнче юрăсемлĕ, ташăсемлĕ тумлă шестви иртнĕ. Уява килнисем пурте пĕрле пĕр пысăк çаврана - туслăх çаврине - тăма пултарнă. Çавăн пекех кунта пурне те чăваш апат-çимĕçĕпе сăйланă. Республикăн алăстисем тĕрлĕ мастер-классене йыхравланă. Пуканесен представленине хутшăннă.

Кунтах «Йăласен уçланки» ĕçленĕ. «Чăваш туйĕ», «Симĕс ылтăн», «Суха уявĕ» наци обрячĕсене кашниех тĕлĕнсе те, киленсе пăхнă. Мĕн тери пуян шухăшлă вĕсем!

Унсăр пуçне, Раççей кухнин çуртĕнче наци çимĕçне пĕçерессипе мастер-классем иртнĕ. Пухăннисем шÿрпе, шăратнă çупа хуплу пĕçернĕ. Урамри площадкăра чăваш продукчĕсене - фермер кăлпассийĕсене, тĕрлĕ сырсене, канфетсене тутанса пăхма май пулнă.

Концерт программи те пуян иртнĕ. «Раççей» курав-форумăн тĕп сцени çинче Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ, «Çавал», «Бельконто», «Сеспель», «Ярды» коллективсем, Августа Уляндина тата Алексей Московский артистсем савăнтарнă.

Вăрнарсем те Мускаври Акатуя йышлăн хутшăннă. Россельхозцентрăн округри филиалĕн ĕçченĕ Вячеслав Алексеев, «Мураты» тата «Агрохмель» хуçалăхсен ертÿçисем Геннадий Спиридоновпа Борис Семенов, уйрăм çынсем уяв программине хастаррăн хутшăннă, хамăрăн çĕршывăн ытти регионĕсенче тĕпленнĕ ентешсемпе тĕл пулса калаçса савăннă.

Ентешсене паллă çынсем чылаййăн саламланă. Вăл шутра - Раççей тата Мускав Правительствин, Патшалăх Думин членĕсем, Раççей Геройĕсемпе СВО участникĕсем, паллă актерсем, халăх артисчĕсем тата ыттисем те. Вĕсем Чăваш ен паллă та маттур специалистсене нумай çитĕнтернине, чăвашсем ĕçре хастар пулнипе экономика хăватне ÿстернине палăртнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика