Пĕтĕм пулăшу - Çĕнтерÿшĕн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.06.2024, 14:15 Просмотров: 144

Вăрнар округĕнче пурăнакансем ятарлă çар опе-рацине хутшăнакан ентешсене май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ. Коллективсем те, уйрăм çынсем те хастар.

Акă, пограничниксен «Щит Родины» обществăлла организацийĕ те ырă ĕçе хăйĕн тÿпине хыврĕ. Служба вăхăтĕнче чикĕре тăнисен ушкăнĕ кĕске вăхăтра 100 пин тенкĕ енне пухнă. Çак укçапа вĕсем тимĕр кăмака, генератор, инструментсем, апат-çимĕç, тумтир тата пирвай кирлĕ ытти япаласене туяннă.

- Çĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ çар ĕçне пирĕн сослуживецсем те хутшăнаççĕ. Пулăшу шăпах вĕсем патне çитĕ, - пĕлтерчĕ организаци ертÿçи Иван Яковлев.

Гуманитари пулăшăвне вĕсем ытларикун Авдеевка направленийĕпе ăсатрĕç.

Донбасра пурăнакан мирлĕ халăха пулăшасси те иксĕлмет. Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн ĕçченĕсем çак кунсенче тата тепĕр парти гуманитари пулăшăвĕ хатĕпрленĕ. «Август» компани пулăшнипе вăрах вăхăт упранакан продуктсене туяннă: аш тата пулă консервисем, типçу, çурматĕтĕмленĕ кăлпассисем, типĕтнĕ сĕт, макарон изделийĕсем, кĕрпесем, пылак çимĕç, кофе, чей, ытти çимĕçсене туяннă. Пĕтĕмпе 6,3 млн тенкĕлĕх.

Завод ĕçченĕсем пĕтĕмпе 2000 коробка пуçтарнă, кашнийĕ 10 килограмм. Донецка хальхинче те икĕ фура гуманитари грузĕ ăсатнă. Икĕ çулта çĕнĕ региона химиксем мĕнпурĕ пысăк тиевлĕ 21 машина пулăшу янă.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика