Шкул вăхăчĕ манăçмасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.06.2024, 14:16 Просмотров: 145

60 çул каялла Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулти 44 вĕренекеншĕн юлашки шăнкăрав янăранă. Вĕсем пурте килĕштернĕ профессие алла илсе кашниех хăйĕн çулне тупнă.

Çулсем иртсен пĕр-пĕринпе тĕл пулма васкани - пысăк телей. Вăхăчĕ вара хытă шăвать. Ĕнер кăна каччăсемпе хĕрсемччĕ. Паян вара вĕсем ятлă-сумлă çынсем. Тăван çĕршывшăн кирлĕ те усăллă ĕçсем пайтах тунă.

Пĕрле вĕреннĕ тус-юлташ ĕмĕрлĕхех асра юлать çав.

60 çул - паллă çул. Тĕлпулу ирттерни вăхăтлăха çамрăклăха таврăнма май парать. Шкулта ăс пухнă вăхăт - манăçми тапхăр. Çÿçсене кĕмĕл тĕс çапсан та пĕлÿ керменне çул такăрлатни асран тухмасть, ăшă калаçу чуна ватăлма памасть.

Шкул директорĕнче тăрăшнă Михаил Илларионович Илларионов çирĕп те анлă тавракурăмлă ертÿçĕ пулнă. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Ăна ашшĕ-амăшĕ те, ачасем те хисепленĕ. Завуч та Вячеслав Пантелеевич Тихонов пултаруллă педагог пулнă.

Аркадий Иванович Смирнов нумай çул физкультура учителĕнче тăрăшнă. Вăл спорт мастерĕн кандидачĕ.

Палăртмалла, 1964 çулта вунпĕрмĕшсем тÿрех икĕ класпа шкултан вĕренсе тухнă. Полина Николаевна Скворцова 11-мĕш «А» класс, Вячеслав Афанасьевич Иванов 11-мĕш «Б» класс ертÿçисенче тăрăшнă. Выпускниксенчен 4-шĕ - Вера Гурьева ?Тимофеева%, Олимпиада Курсова, Денис Елизаров, Зоя Николаева - вĕренÿри çитĕнÿсемшĕн кĕмĕл медальсем илме тивĕçнĕ. Маттур вĕренекенсенчен иккĕшĕ - Денис Елизаровпа Вера Гурьева хăйсен кун-çулне педагогикăпа çыхăнтарнă. Денис Сергеевич - физик, Йĕпреç вăтам шкул директорĕнче тимленĕ, Вера Михайловна - математик, юлашки çулсенче Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕрентнĕ. Пархатарлă ĕç-хĕлшĕн Денис Елизаровпа Вера Гурьева «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Вĕсен ытти наградăсем те пур.

Учитель профессийĕ чăннипех сумлă. Нумай çул çамрăк ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿпе воспитани парассишĕн ытти хастар вĕрентекенсем те ырми-канми тăрăшнă. Людмила Ивановна Иванова, Иван Иванович Иванов математика, Нина Илларионовна Илларионова физика предмечĕсене вĕрентнĕ. Людмила Матвеевна Матвеева Мăн Явăшри шкулта кĕçĕн классене чылай çул ăс панă. Ăна ЧР Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.

Этем сывлăхĕшĕн тăрăшасси питĕ кирлĕ те сăваплă ĕç. Хăйсен пурнăçне медицинăпа çыхăнтарнисем: Тамара Алексеевна Алексеева, Любовь Степановна Матвеева, Альбина Сергеевна Сергеева, Любовь Леонидовна Григорьева. Эльвира Емельяновна Николаева тăван Кĕçĕн Кипек шкулĕнче библиотекарьте ĕçленĕ.

1964 çулта Кĕçĕн Кипек шкулĕнчен вĕренсе тухнисем тĕрлĕ регионти промышленность, строительство, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх организацийĕсенче те вăй хунă, чăваш ятне яланах çÿлте тытнă. Ĕç хастарĕсем: Розалия Сидоровна Кудрявцева ?Оренбургри заводра мастер%, Светлана Петровна Петрова ?Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» комбиначĕн лаборанчĕ%, Олимпиада Алексеевна Курсова, Дмитрий Алексеевич Сергеев, Раиса Ивановна Иванова ?Ульяновск хули, крановщица%, Зоя Лаврентьевна Самарина. Наукăпа производство пĕрлешĕвĕсенче Раиса Ивановна Хлебнова ?Васильева% тимленĕ, çитĕнÿсем тунă.

Вячеслав Васильевич Архипов, Лидия Сильвестровна Сильвестрова, Владимир Никитич Никитин ял хуçалăх отраслĕнче ĕçлесе ырă ята тивĕçнĕ. Суту-илÿре тăрăшнă Ольга Федоровна Федорова та ĕçре маттур пулнă.

Кĕçĕн Кипек шкулĕ Эрик Васильевич Васильевпа та, Петр Тимофеевич Тимофеевпа та тивĕçлипе мăнаçланать. Иккĕшĕ те çар çыннисем.

Эрик Васильевич - полковник. «Байконур» космодромра инженери ĕçĕсен управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕнче - çарпа политика пайĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă. Çар службинче палăрнăшăн 10 медале тивĕçнĕ, çар строительствин отличникĕ. Эрик Васильевича «Энергия- Буран» космос системин ĕç-хĕлне йĕркелеме хутшăннăшăн «СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсенче службăра тăнăшăн» орденпа наградăланă.

Петр Тимофеевич Тимофеев - майор, Саратов облаçĕнчи хими полигонĕнчи çар службинче палăрнăшăн ăна 12 медальпе наградăланă. Биатлон енĕпе спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă.

60 çул каялла Кĕçĕн Кипек шкулĕнчен вĕренсе тухнисем пурте пурнăçра хăйсен вырăнне тупса çĕршыв ырлăхĕшĕн тăрăшнă. Çамрăк ăрăва ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Елена ТОЛСТОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика