Хастарсем пулсан купăс ĕмĕрĕ те тăсăлĕ, чăваш культури те пурăнĕ...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.06.2024, 14:17 Просмотров: 149

Купăс калама пĕлекен çын авалтан хисепре пулнă. Паянхи кун тĕрлĕ жанрлă эстрада юррисем ÿнер тĕнчине тем пек çавăрса илме хăтланаççĕ пулин те ку инструментăн ĕмĕрне тăсас, ун илемне халăх патне çитерес текенсем пĕтмен-ха. Вĕсенчен пĕри - Пăваялĕнче пурăнакан Валерий Кудрявцев.

Вăл 43 çул ытла ĕнтĕ тăван ялĕнчи культура çуртĕнче тимлет, чылай çул ăна ертсе пырать. Кунта вăл шкул пĕтерсенех илемлĕ пултарулăх ертÿçинче тимлеме тытăннă. Çул çитсен виçĕ çул салтакра пулнă. Служба унăн Хĕрлĕ Ялавлă Вăтам Ази чикĕ округĕнче иртнĕ. Икĕ çул çурăран таврăнсан каллех юратнă ĕçе - культура вучахне аталантарассине - кÿлĕннĕ. Ку енĕпе Чăваш Республикин культурăпа çутĕç училищинче пĕлÿ илнĕ. Çак тапхăрта вара ял çыннисем валли мĕн тĕрлĕ культура мероприятийĕ йĕркелемен пулĕ!

Валерий Кудрявцев - чăннипех те хамăр тăрăхри чи маттур купăсçăсенчен пĕри. Аллине хуткупăса тытсан хăнăхнă пÿрнисем килĕшÿллĕ çемĕ çине ÿксе тÿрех илĕртÿллĕ те чуна тыткăнлакан кĕвĕ калама тытăнаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл тĕрлĕ конкурссен çĕнтерÿçи те. Акă - районти культура çуртĕнче иртекен «Выля, хуткупăс!» фестивалĕн чи лайăх гармонисчĕ те, чи активлă хутшăнуçи те. Унсăр пуçне - Пĕтĕм Раççейри «Вырăс гармонĕ - Чăваш енре» фестиваль-конкурсăн «Жанра парăннăшăн» номинаци çĕнтерÿçи. Темиçе çул каялла Ульяновск облаçĕнче уйрăм гармонистсем, баянистсем тата аккордеонистсем хушшинче иртнĕ «Теренгульские переливы» регионсем хушшинчи конкурсра пурне те чăвашсен хитре кĕввипе тыткăнланă, ун вылявне жюри пысăк хак панă.

Тĕрĕссипе, хамăр округри массăллă культура мероприятийĕсем пĕри те ун вылявĕсĕр иртмеççĕ. Концертсене, уявсене унпа пĕрле Вăрнар тăрăхĕнчи маттур купăсçăсем пуянлăх, илемлĕх кÿреççĕ, хаваслă çеммисем кăмăлсене çĕклеççĕ, урасене ирĕксĕртен ташлаттараççĕ.

Валерий Степанович вунпилĕк çул ытла ĕнтĕ районти культура çурчĕ çумĕнчи «Санар» фольклор коллективĕн пурнăçне аккомпаниатор, концертмейстер пулса хутшăнать. Ун йышĕпе хамăр республикăри çеç мар, ытти регионсенчи фестивальсенче те пĕрре мар палăрнă. Вăл шутра - «Сăр тата Çавал кĕввисем», «Иксĕлми çăлкуçсем», «Туслăх кĕперĕ», Пензăра иртнĕ чăваш культурин фестивалĕсем, Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ, Минскри, Кироври, Саратоври, ытти хуласенчи наци культурин фестивалĕсем, Марий Эл Республикинче иртнĕ «Йăхташăмăрсен çĕрĕ» фольклорпа этнографи уявĕ... Кашнинчен дипломсемпе, Тав хучĕсемпе таврăннă.

Маттур ентешĕмĕр мĕн ачаран музыкăна, чăваш юрри-ташшине юратса ÿснĕ. Çавăнпах ĕнтĕ çак сферăна суйланă та вăл. Валерий Степановичăн ывăлĕ те - Евгений - пĕчĕкренех наци кĕввине юратса ÿснĕ. Унăн та ашшĕ пекех халăх кĕвви-çемминчен, шухăшлавĕнчен сăрхăнса тухнă пултарулăхĕ иксĕлми. Вăл та купăспа ăста вылять, хитре юрлать. Шкулта вĕреннĕ чухне, 2004 çулта, «Чăваш Республикин пултаруллă ачисем» республика фестиваль-конкурсра 2-мĕш вырăн йышăннăччĕ.

Женя та пурнăçне культурăпа çыхăнтарнă. Ашшĕпе пĕрле вĕсене час-часах пĕрлехи номерсенче курма пулать. Дуэтпа иккĕшĕ чылай фестивале те хутшăннă ĕнтĕ: «Гармошечный переполох», «Вместе - дружная семья», Пенза облаçĕнче иртнĕ регионсем хушшинчи чăваш культурин фестивалĕ.

Паллах, çак çитĕнÿсем тăрăшулăха, яваплăха пула туптаннă. Чи кирли вара унра - чăвашлăха, ун культурине пĕтĕм чун-чĕререн юратни, упраса хăварма тăрăшни.

Валерий Кудрявцевăн курăмлă ĕçне тĕрлĕ шайри наградăсемпе хакланă. Ĕçленĕ хушăра Вăрнар район администрацийĕн, Централизациленĕ клуб системин, Чăваш Республикин Культура министерствин Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Тав хучĕсем чылай. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Чăнах та, Валерий Степанович пек хастар чĕреллĕ çынсем пулсан пирĕн халăха авалтан вăйăсенче «саккăрла» ташлаттарнă купăс тата нумай çулсем пурăнĕ-ха.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика