Хĕрарăмсен ячĕпе - мухтав сăмахĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.06.2024, 14:17 Просмотров: 160

Пултаруллă учитель, çынсен пурнăçĕсене çăлакан тухтăр, ăста предприниматель, пысăк предприятие ÿсĕмлĕ ертсе пыракан пуçлăх... Паян хĕрарăмсем йышăнман нимĕнле сфера, вĕсем çĕнтереймен нимĕнле чăрмав та çук. Кирек епле ĕçре вĕсем çитĕнÿсем тăваççĕ, малтан-мала ăнтăлаççĕ. Çав вăхăтрах хăйсене Çÿлти Турă панă тĕп тивĕçне те манмаççĕ. Вĕсем чи малтанах - пурнăç парнелекен, юратакан амăшĕсем, çемье ăшшипе çирĕплĕхне упракан черчен пирĕштисем.

Шăпах вĕсене - чи хастар та мал ĕмĕтлĕ чăваш хĕрарăмĕсене - тивĕçлипе мухтас, вĕсем çинчен мĕнпур ентешсене пĕлтерес тесе иртет те республикăри «Эпĕ - хĕрарăм» конкурс. Мĕн йĕркеленнĕренпе, тăватă çул хушшинче, вăл тĕп ĕçре, пултарулăхра, спортра тата ытти тĕрлĕ-тĕрлĕ сферăра палăрнă 2500 енне хĕрарăма хăйсен ÿсĕмĕсем, çемйисем çинчен каласа пама, ыттисене хăйсен тĕслĕхĕпе хавхалантарма май панă. Хĕрарăмсен союзĕ пуçарнă ырă пуçару республика правительстви, «Пĕрле» аталану фончĕ, активлă граждансем пулăшу панипе пурнăçланса пырать.

Кăçал вара мероприяти анлăшĕпе пушшех те тĕлĕнтернĕ: пурин кăмăлне кайнă конкурса Чăваш ен хулисемпе муниципалитечĕсенчен, республика тулашĕнчен 1026 маттур хĕрарăм хутшăннă. Вĕсен видеопрезентацийĕсемшĕн Цифра министерстви йĕркеленĕ телефон сасăлавĕнче сасă пама май пулнă. Пĕр эрнере пĕрлехи лини 100 пин ытла шăнкăрав йышăннă.

Яланхиллех кăçал та «Эпĕ - хĕрарăм» конкурсăн финалĕ Чăваш Республикин кунĕн тĕп илемĕ пулса тăнă. Уяв вăхăтĕнче ăна торжествăлла майпа пĕтĕмлетнĕ, çĕнтерÿçĕсемпе призерсене оперăпа балет театрĕн сцени çинче чысланă. Кăçал чи маттуррисене 12 номинацире çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне оргкомитет йышăнăвĕпе Гран-прие тивĕçекенсене те суйланă.

Чăннипех те хастар хĕрарăмсем тăван чăваш тăрăхĕн аталанăвне курăмлă тÿпе хываççĕ, Раççейĕн телейлĕ пуласлăхĕшĕн хăйсен чун-чĕрипе çунаççĕ. Çакăнпа пĕрлех этемлĕхĕн черченкĕ пайĕ пирĕн кашнин пурнăçне илемлĕрех, телейлĕрех, çутăрах тăвать. Çак ырă енсемшĕн тав туса конкурсанткăсем ячĕпе Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Министрсен Кабинечĕн представителĕсем, депутатсемпе общественниксем тата ытти хăнасем чылай ăшă сăмахсем каланă. Мăнаçлăхпа тата тав сăмахĕсемпе тулли саламсем Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаковпа Алла Салаеваран та янăранă.

Куратпăр, илемпе пултарулăх конкурсне Вăрнар хĕрарăмĕсем те кăмăлласа йышăнчĕç. Çултан-çул унта пирĕн тăрăхран хутшăнакансен шучĕ ÿссе пырать. Хальхинче, акă, тĕрлĕ номинацисенче хăйсене вуникĕ пике тĕрĕсленĕ: «Солнышко», «Сеспель», «Ромашка», «Ручеек» ача садĕнче тимлекенсем Татьяна Варенникова, Ксения Кунцова, Виктория Гончаровапа Екатерина Игнатьева, Елена Филиппова, Хирпуçĕнчи культура ĕçченĕ Алина Илларионова, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн сотрудникĕ Оксана Волкова, СВО участникĕн мăшăрĕ Татьяна Григорьева, Лилия Илюткина предприниматель, Вăрнар тĕп больницин медицина сестри Алена Константинова, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн ĕçченĕ Екатерина Степанова тата тĕп библиотека сотрудникĕ Кристина Никифорова. Республика кунĕнче вĕсем те пысăк уявăн пĕр пайĕ пулса тăнă. Вăрнар делегацийĕ торжествăлла церемоние йышлăн хутшăннă.

- «Эпĕ - хĕрарăм» конкурс - пурнăçри хăйнеевĕрлĕ, усăллă опыт. Вăл чарăнса тăмасăр малалла та малалла утăмлама вăй-хăват парать, - тесе çирĕплетеççĕ конкурсанткăсем.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика