Яла аталанма пулăшать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.06.2024, 14:18 Просмотров: 187

Тăвай тăрăхĕ тасалăхпа, хăтлăхпа кĕтсе илчĕ. Кунта кăçал тĕп хула-мăрпа пĕрле Республика кунĕн мероприятийĕсем иртнĕ. Чăвашпотребсоюз вара юнкун республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансем валли «Тăвай кооперативĕ» пĕрлешÿре семинар-канашлу йĕркелерĕ.

Центросоюз представителĕ Галина Лашманова, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ Валерий Павлов малтанах журналистсене Тăвай округĕнчи хăшпĕр лавккасен тĕслĕхĕпе потребкоопераци мĕнле аталанса пынине кăтартрĕç.

Тăвай райповĕ чăх-чĕп, хур-кăвакал сутассипе малта. Кивĕ Пуянкассинче те суту-илÿ хĕрсех пырать.

Валерий Павлов ĕç-хĕлпе паллаштарнă май йывăрлăхсене асăнмасăр иртмерĕ. Сăмахран, налук енĕпе çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ май тăкаклă лавккасене тытса тăрасси йывăрланать. Хальлĕхе Чăвашпотребсоюз кунашкаллисене ĕçлеттерме май тупать. Ялта пурăнакасен йышĕ чакни те тÿнтерле витĕм кÿрет.

Тăвай райповĕ йывăрлăха çĕнтерсе тепĕр хутчен ура çине тăма пултарнă. Çакна çĕнелнĕ лавккасем те çирĕплетеççĕ.

Хатĕрлев пункчĕ те аван ĕçлет. Кунта кивĕ хут, полиэтилен тата ытти чĕртавар пухассине лайăх йĕркеленĕ.

Халăхран чĕртавар йышăнассипе те маттур ĕçлеççĕ тăвайсем. Хушма хуçалăхсене иртнĕ çул пахчаçимĕç панăшăн Чăвашпотребсоюз 500 млн тенкĕ ытла тÿленĕ.

КоопМаг приложенине те анлăн çул панă кунта. Çынсем килтен тухмасăрах лавккана тавар çитерсе пама заявка пама пултараççĕ. Кунашкаллине республикăри 14 райпора ĕçе кĕртнĕ.

Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене халалласа лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Çавра сĕтелре аталану ыйтăвĕсене мала кăларчĕç.

Тăвай округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов потребкоопераци ял çыннисемшĕн, округшăн пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Райпо магазинĕсем урлă район хаçатне сарассине те йĕркеленĕ. çакă тиража упрама, хаçата йÿнĕпе çырăнса илме пулăшать.

Правленин председателĕ Валерий Павлов палăртнă тăрăх, Чăвашпотребсоюз чылай кăтартупа çĕршывра малти вырăнта. Юлашки виçĕ çулта потребкооперацие комплекслă аталантарма 1004 млн тенкĕ хывнă. Çак тапхăрта çĕнĕ суту-илÿ çурчĕсем, кафесем уçăлнă. Аптекăсене çĕнетнĕ.

Пĕчĕк ялсене автолавкка çÿрет, çав шутра Çĕмĕрле тăрăхĕнчи 1 çын пурăнакан яла та.

Чăвашпотребсоюз ял-хулана пĕр пек аталантарма тăрăшать, вырăнти продукцие сарать. Çапларах шухăша палăртрĕ Чăваш ен Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Ольга Петрова. Çынсем те вырăнти продукципе ытларах кăсăкланаççĕ. Мĕншĕн тесен шанчăклă, тутлă, паха.

Канашлура журналистсене искусствăлла интеллект епле пулăшма пултарнипе те паллаштарчĕç. Чылай журналист чыслава тивĕçрĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика