Кайри Тукай ялĕнче пурăнакан Евдокия Афанасьевна Афанасьева тунтикун, утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче, 105 çул тултарчĕ
Ĕмĕр ирттересси çул урлă каçасси мар. Ĕçпе вăрçă ветеранĕн Евдокия Афанасьеван пурнăçра терт-асапне виçесĕр тÿсме тивнĕ. Анчах та Аслă Турă ăна сывлăх енчен кÿрентермен.
Ашшĕ-амăшĕсĕр ÿснĕ Евдокия Афанасьевна чун-чĕре ăшшине епле упрама пултарнă-ши/! Пилĕк ачаран чи кĕçĕнни, ашшĕне пачах курман. Тăван амăшĕ йывăр чире пула пурнăçран ытла та ир - 45 çулта чухне - уйрăлнă. Саккăрти тăлăха 11 ачаллă тетĕшĕн çемйи хăйĕн хÿттине илнĕ. Хĕрача тăван колхоз ĕçĕсене пĕрремĕш класранах кÿлĕннĕ.
- Çум çумланă, утă-улăм хатĕрленĕ, авăн çапнă, ут-урхамаха та пăхнă. «Телей сывлăшра çук, ăна ĕçре тупмалла»,- тесе тете вĕрентни халĕ те асрах. Çитĕнерехпе арçынсемпе танах сухапуçне тытма тиврĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан мĕнпур йывăр ĕçе пурнăçланă: окоп чавнă, вăрман каснă... Икĕ пичче фронтра. Пĕри, Микулай, Берлинах çитнĕ, - асилчĕ Евдокия Афанасьевна.
Ĕмĕр сакки сарлака. Евдокия Афанасьева пурнăç тути-масине лайăхах астивнĕ çав. Шăпа Кайри Тукай хĕрне тепĕр çирĕп тĕрĕслев витĕр те кăларнă. Тетĕшне чунсăр тÿре-шара «кулак» тесе айăпланă пулнă, тĕрмене хуптарнă. Вăйпитти Корнилăн сывлăхĕ самай хавшанă. Ирсĕр нимĕç фашисчĕсем Тăван çĕршыв çине тапăнсанах вăл çут тĕнчепе сывпуллашнă. Тепĕр темиçе çултан унăн мăшăрĕ те пурнăçран уйрăлнă. Тăлăха юлнă тăваттăри ывăлне Евдокия Афанасьеван çитĕнтерме тивнĕ. Чирлĕ аппăшне те тимлĕхсĕр хăварман.
Тивĕçлĕ канăва кайичченех «Янгорчино» колхозра тимленĕ. Пĕр хура ĕçрен те хăраман. Конюхра та вăй хунă. Тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн чыс-хисепе нумай тивĕçнĕ. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 42 çул. 1996 çулта «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.
Чăваш Республикин аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн Евдокия Афанасьевнăна 2021 çулта «Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе - 100 çул» астăвăм медалĕпе те чысланă. Тылри хастарлăхшăн ветеран «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи пархатарлă ĕç-хĕлшĕн» астăвăм медальне те илме тивĕçнĕ.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Ноябрь 2024 |