«Раççей» куравра - Вăрнар кунĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.07.2024, 14:19 Просмотров: 246

Мускаври ВДНХ-ри «Раççей» куравра Вăрнар округĕн кунĕсем пыраççĕ. Пирĕн тăрăхран унта пысăк делегаци ĕçлет

Пĕрремĕш кунранах вăрнарсем Мускавра пурăнакансене тата ун хăнисене тĕрлĕ енпе илĕртеççĕ. Курава килекенсене чăваш çипуçĕ питех те килĕшет. Çавăнпах ĕнтĕ ăна тăхăнса пăхас, наци тумĕпе сăн ÿкерĕнес текенсем йышлă.

Хамăр тăрăхри алăстисен те хăнасене кăтартмалли чылай. Акă, Вăрнарти 2-мĕш шкулăн советникĕн Ольга Косареван ĕçĕсен куравĕ пурне те тыткăнлать. Çавăн пекех вăл вĕт шăрçапа тĕрлессипе мастер-класс та йĕркеленĕ. Ытти регионтан курма килнĕ çынсемпе чăваш тĕрриллĕ сувенирсем хатĕрленĕ. Куравра хамăр тăрăхри ытти алăстисем те хастар.

Ачасене, çамрăксене, паллах, вăйăсем килĕшеççĕ. Вăрнарсен площадкинче вĕсене валли те тĕрлĕ активнăçсем ирттернĕ.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, ак, хăйĕн бренчĕллĕ пазлсем пуçтарма сĕннĕ. Пухăннисем предприяти производствипе кăмăлласах виртуаллă экскурсие тухнă. Агрохолдингпа пĕрлех юнкунпа кĕçнерникун «Вурнары Завод СОМ» общество та курава хутшăннă. Предприятисем куракансене тыткăнлама фотосамантсем те хатĕрленĕ.

Вăрнарсен площадкинче хăнасене чăваш амазонки кĕтсе илет. Районти культура çурчĕ çумĕнчи «Тивлет» ансамблĕн юрри-кĕвви те Мускавра мăнаçлăн янăрать. Пирĕн артистсене яланхиллех тараватлăн йышăнаççĕ.

«Раççей» кураври Чăваш ен стендне 99 çулти ветеран та çитсе курнă.

Петр Леонтьев – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, Тăван çĕршывăн II степень орденĕн кавалерĕ, Чăваш енре Хусан чиккине чавнă çĕре, Беларуçа Польшăран ирĕке кăларма «Багратион» операцие хутшăннă. Петр Леонтьевич 60 çул ытла ĕнтĕ Калмăк Республикин тĕп хулинче Элистара пурăнать.

Ентешсене тĕл пулсан питĕ савăннă. «Чăвашла пĕлетĕр-и/» - тенĕ те вăл хăйĕнчен хăй тĕлĕннĕ. 50 çула яхăн тăван чĕлхепе калаçман пулин те чăвашла манман иккен. Вăрнарсем ăна хапăлласа йышăннă.

Çак кунсенче Вăрнар муниципаллă округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова ĕçлĕ визитпа Мускавра. Вăл «Раççей» кураври хамăрăн экспозици ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май, активнăçсене те хутшăнать, хăнасемпе те калаçать. Виçĕмкун вăл кунта «Чăваш ен центрĕ - вăй вырăнĕ» инвестици проекчĕпе паллаштарнă.

Ĕнерпе паян куравра Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ ĕçлет. Вырсарникунпа тунтикун та тĕлĕнтермелли пур. Кун çинчен - çитес номерсенче.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика