Пограничниксенчен - сумлă пулăшу

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.07.2024, 14:20 Просмотров: 171

Çĕршывшăн çăмăл мар вăхăтра, хастар салтаксем тăнăç пурнăç хÿтĕлевĕнче тăнă чух тылри халăх та пĕр тытăмра пулни кăмăла çĕклет. Куратпăр, ятарлă çар операцине хутшăнакансене кашниех май килнĕ таран пулăшма, çĕнтерĕве хăйĕн тÿпине хывма тăрăшать. Çак ырăлăхра, чунлăхра, çынлăхра ĕнтĕ вăл пĕрлĕх!

Акă, пограничниксен «Щит Родины» обществăлла организацийĕ ырă ĕçре пĕрре мар палăрчĕ. Чикĕ хуралĕнче тăнă хастарсем ентешсене хавхалантарма май пур чухне нихăçан та юлмаççĕ. Икĕ эрне каялла кăна-ха хаçатра вĕсем Авдеевка направленийĕпе пысăк гуманитари пулăшăвĕ ăсатнине çыртăмăр.

Çак кунсенче вара ветеран-пограничниксем тепĕр ырă пуçарăва ĕçе кĕртрĕç. «Щит Родины» пĕрлĕх ятĕнчен вĕсем пĕрле пухăнса хăватлă квадрокоптер-разведчик туяннă. Тавралăха ?çав шутра - тăшман территорийĕсене% сăнама май паракан ку техника чăнах та çĕнĕ йышши, ĕç майĕсем унăн питĕ пысăк. Энергийĕ чылай вăхăт пĕр чарăнмасăр сăнама çитет, инçĕшне те пиншер километр вĕçме пултарать вăл.

Пахалăхне кура хакĕ те пĕчĕк мар - 240 пин тенкĕ ытла. Запасри пограничниксем укçа-тенке хăйсен вăйĕпе пухнă, 38 çын пĕрлехи пуçарăва хутшăннă. Активистсенчен вунулттăшĕ уйрăмах пысăк суммăсем куçарнине палăртрĕ обществăлла пĕрлешĕвĕн ертÿçи Иван Яковлев.

Разведчиксене питĕ кирлĕ квадрокоптер разведка полкĕнче тăракан хамăр ентеш патне ăсанать. Оборудование çапăçусем пыракан вырăна паттăр салтакăн тăванĕ хăй çитерсе парĕ. Шăпах та ăна кĕçнерникун квадрокоптера тата унпа пĕрлех ыратнине ирттерекен эмелсен пуххине парса ярса инçе çула ăсатрĕç. Сăмах май, каччă СВО территорийĕсене пĕрремĕш хут мар тухса каять. Икĕ эрне каялла «Щит Родины» пĕрлешÿрен гуманитари пулăшăвне илсен те çарти ентешсем чунтан савăннине, пĕтĕм чĕререн тав тунине пĕлтерчĕ вăл.

- Пирĕн пулăшу паттăр ентешĕмĕре çар задачисене тивĕçлĕ пурнăçлама, тăшман тискерлĕхĕнчен хÿтĕленме те, ăна вирлĕн хирĕç тăма та пулăшасса шанатпăр. Ăна тăван тăрăхра хăвăртрах çĕнтерÿпе кĕтетпĕр. Хамăр енчен вара СВО-на хутшăнакансем пĕрлĕхе, яланах пулăшма хатĕррине туйччăр тесе тăрăшатпăр. Обществăлла организаци хастарĕсене те ырăлăх ĕçĕсене активлă хутшăннăшăн тавах, - çирĕплетрĕ пограничниксен «Щит Родины» обществăлла пĕрлешĕвĕн ертÿçи Иван Яковлев.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика