Яваплă тивĕçе шаннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.07.2024, 14:20 Просмотров: 148

Чăваш енĕн Обществăлла палати республикăра пурăнакансемпе, обществăлла пĕрлĕхсемпе тата коммерцилле мар ытти организацисемпе патшалăх влаç тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçлĕ çыхăнăвне тивĕçтерет. Ку пĕрлешÿ граждансен прависемпе интересĕсене хÿтĕлессипе, республикăн социаллă-экономика аталанăвĕ тĕлĕшпе тата ытти нумай çивĕч ыйтупа тимлет.

Çак кунсенче Обществăлла палатăн улттăмĕш составне туллин çирĕплетнĕ. Малтанах Чăваш ен Пуçлăхĕ тата Патшалăх Канашĕ сĕннĕ 22 çын çумне вырăнти обществăлла пĕрлĕхсем тăратнă тепĕр 11 кандидатура хушăннă. Палăртма кăмăллă, пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассипе пирĕн ентешсем те ĕçлĕç. Çак яваплăха тивĕçнисенчен пĕри - «Офицеры России» организацин регионти уйрăмĕн исполкомĕн ертÿçи Станислав Афанасьев.

Станислав Николаевич хальхи вăхăтра «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттарассипе тимлекен специалисчĕ. Вăл техника наукисен кандидачĕ, доцент, Стратеги пĕлтерĕшлĕ ракета çарĕсен ветеранĕ.

Станислав Афанасьева обществăлла ĕçсенче хастар пулнипе те лайăх пĕлетпĕр. Вăл округ аталанăвĕн çул-йĕрĕсене палăртакан ыйтусене татса пама активлă хутшăнать. Çакăнпа пĕрлех çамрăк ăрăва патриотлăх юхăмне явăçтарассипе нумай тăрăшать: шкул ачисемпе Хăюлăх урокĕсенче тĕл пулать, çар-патриотизм мероприятийĕсене йĕркелесе ирттерме пысăк тÿпе хывать. Сăмах май, Станислав Николаевич ертсе пыракан «Офицеры России» организацин регионти уйрăмĕ те «Чăваш Республикин Эксперт клубĕ» юхăмра çÿллĕ рейтинг йышăнать.

Чăваш ен Обществăлла палатин ĕç-хĕлне пирĕн тепĕр ентеш те хутшăнĕ. Ун тытăмне Патшалăх учрежденийĕсен тата обществăлла тивĕçтерĕвĕн работникĕсен профсоюзĕн республикăри организацийĕн председателĕ Василий Харитонов та кĕнĕ. Вĕсене республикăра пурăнакансен интересĕсене хÿтĕлесе, вĕсен ăнăçлăхĕшĕн тĕрĕс йышăнусем тума яваплă тивĕçре ăнăçу сунатпăр.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика