Пысăк çемье – пуянлăх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.07.2024, 14:21 Просмотров: 156

Çемье пире тĕрлĕ йывăрлăхсенчен хÿтĕлесе пурнăç савăнăçне парнелет. Нумай ачаллă амăшĕ пулма мĕнлерех-ши/ Çак ыйтăвăн хуравĕ чылайăшне кăсăклантарать пулĕ-ха.

- Нумай ачаллă анне пулни, паллах, – пысăк телей. Куçăм тулли хĕрĕмпе икĕ ывăлăм тата юратнă мăшăрăм манăн пĕтĕм пурнăçăм, - терĕ поселокри Валентина Большакова. - Кăçал Çемье çулталăкĕ пулнишĕн питĕ савăнтăм.

Большаковсем ачисене çемье хаклăхĕсене тĕпе хурса çитĕнтереççĕ, тăван халăх культурине, аслă ăрурисене хисеплеме вĕрентеççĕ. Хĕрĕ Аня аслă пĕлÿ илсе пурнăç çулĕ çине тăнă. Вăл шăллĕсене Мишăпа Димăна ырă тĕслĕх кăтартать. Ывăлĕсем те çĕршыва тивĕçлĕ граждансем пулччăр тесе Большаковсем пур вăйран тăрăшаççĕ. Миша 2-мĕш вăтам шкулта ăс пухать, вĕренÿре те, спортра та хастар. Дима ача садне çÿрет, бассейнра ишме юратать.

Нумай ачаллă амăшĕ пуласси çинчен шухăшланă-ши Валентина Владимировна/ Паллах, çамрăк чухне Тур çырнине тĕл пулса çирĕп çемье çавăрма ĕмĕтленнĕ-ха. Тата хăй те нумай ачаллă çемьере ÿснĕ. Унпа пĕрле тата пĕртăванĕсем саккăрăн çитĕннĕ.

Хăшпĕрисем ачасем йышлă-тăк, чăрмавĕ те нумай теççĕ. Çакăнпа килĕшмест маттур хĕрарăм.

- Эпĕ хамăн тăвансене хисеплетĕп, çемьене юрататăп. Ачасемпе, мăшăрпа пĕрле ирттернĕ кашни саманта хаклатăп, - палăртрĕ Валентина Владимировна. - Хуняма та манăн питĕ ырă кăмăллă, ăшпиллĕ çын, пуринпе те тарават.

Нумай ачаллă çемьере юратупа килĕшÿ хуçаланнăран кил вучахне тытса пыракана палăртнă ĕçсене пурнăçлама ансатрах. Вăй-хăвачĕ те хушăнсах тăрать.

Çирĕплетсех калама пулать, Валентина Большакова телейлĕ хĕрарăмсенчен пĕри. Телей вăрттăнлăхĕ - мăшăрне, ачисене юратнинче тата хăйĕн ĕçне кăмăлланинче. Мăшăрĕ Юрий Геннадьевич çемье тĕрекĕ. Вăл питĕ ĕçчен, сăпайлă, çемье ытлă-çитлĕ пурăнтăр тесе тăрăшать, çавăнпа нихçан та ĕçсĕр лармасть.

Упăшки те арăмĕ пирки ырă сăмахсем нумай каларĕ. Савнă мăшăрĕ кил-çуртра хăтлăх тума та, çывăх çыннисем валли тĕрлĕрен тутлă апат хатĕрлеме те ăста. Хăна-вĕрле пухăнсан сĕтелĕ апат-çимĕçрен авăнса кăна тăрать.

Валентина Владимировна Калинино райповĕн тытăмĕнче тимлет, поселокри «Огонек» ресторанта аслă поварта тăрăшать. Професси конкурсĕсене хастар хутшăнать, ăсталăха туптать. Коллективра ырă ятра.

Валентина Большакова пĕлтĕр хастар ĕçтешĕсемпе республикăри гастрономи фестивальне хутшăннă. Вăрнарсем жюрие аш-пăшран хатĕрленĕ блюдăсемпе тĕлĕнтернĕ. Валентина Большакова пек маттур ĕçченсене пула Калинино райповĕн команди Чăваш енре иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Каласа хăвармалла, республика ертÿçи Олег Николаев тата ытти ятлă-сумлă çынсем те вăрнарсен апат-çимĕçне хакланă. Маттурскерпе кил-йышра тивĕçлипе мăнаçланаççĕ.

Валентина Большакова республикăра çемьесене упрас, кашни ачана аталанма пулăшас тĕллевпе чылай ĕç пурнăçланине палăртрĕ. Нумай ачаллă çемьесен шучĕ ÿссе, уйрăлакан мăшăрсен йышĕ чакса пырсан Раççей вăйлăрах пулĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика