Вăрнарсем ăсталăхĕпе те, пултарулăхĕпе те тĕлĕнтернĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.07.2024, 14:22 Просмотров: 130

ВДНХ-ри «Раççей» кураври Вăрнар кунĕсем çав тери кăсăклă иртнĕ, Чăваш ен стенчĕ умне хăнасене те, ытти регионсен экспозицийĕсен представителĕсене те йышлă пуçтарнă. Канмалли кунсенче те вăрнарсем мастер-классемпе, тĕрлĕрен активнăçсемпе, флешмобсемпе, конкурссемпе, вăйăсемпе, илемлĕ чăваш юрри-ташшипе малалла илĕртнĕ.

Шăматкун кунта округăн чи пысăк предприятийĕсенчен пĕри - Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ - иккĕмĕш кун ĕçленĕ. Театраллă представлени, ача-пăча вăййисем, парнесемпе савăнтаракан лотерея, хими опычĕсем, «Ăслă тăманапа» фотосесси... - Вăрнар химикĕсем сĕнекен активнăçсене хутшăнас текенсем стендран кунĕпех татăлман.

Хамăрăн округ площадкине пысăк хăнасем те çитсе курнă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Чăваш ен полномочнăй представителĕ Алексей Ладыков, республикăн экономика аталанăвĕн тата культура министрĕсем Дмитрий Красновпа Светлана Каликова вăрнарсем тăван ен мăнаçлăхĕпе аталанăвне, тĕрлĕ сферăри çитĕнĕвĕсене тата пуян культурине çÿллĕ шайра кăтартнине палăртнă.

Вырсарникун вара Чăваш ен экспозицийĕнче халăх культурин тата нумай енлĕ пултарулăхĕн «тĕнчи» хуçаланнă. Маттур алăстисем Елена Есенцевапа Надежда Андреева «Керамическая чувашечка» сувенир ăсталама мастер-класа йыхравланă. Кунтах тепĕр пултаруллă маçтăрăн - Хирпуçĕнчи культура çурчĕн заведующйĕн Алина Илларионован - чăваш илем-эрешĕсемпе те паллашма май пулнă. Çавăн пекех вăрнарсен площадкинче пирĕн мухтавлă ентешĕн, тĕнчипе паллă художникăн Праски Виттин картинисен куравĕ те ĕçленĕ.

Чăваш юрри-ташши хăнасене Чăваш ен стенчĕ умне çитсе курма аякранах илĕртнине палăртмалла. Вырсарникун уяв кăмăлне парнелекенĕсем - ярмушкасем. Çемье тата юратупа шанчăклăх кунĕ умĕн «Шурăмпуç» халăх фольклор ансамблĕ пухăннисене авалхи йăла-йĕркене - чăн чăваш туйне - кăтартса тĕлĕнтернĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика