Çирĕп çемье ылтăн пекех

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.07.2024, 14:23 Просмотров: 149

Шăпах çапла каламалла обществăра ырă тĕслĕх кăтартакан çемьесем пирки

Республикăра та, хамăр тăрăхра та чы-лаййăн вĕсем - нумай çул алла-аллăн туслă та килĕштерсе пурăнакан, ачисене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерекен çемьесем. Вĕсенчен пĕри - Çĕн Мĕлĕшре пурăнакан Степановсен çемйи.

Чăн-чăн юрату - ылтăн пекех, вăл нихăçан та тутăхмасть, çулсем иртнĕçемĕн вăл çирĕпрех те хаклăрах пулса пырать. Ак, Зоя Степановнапа Николай Иванович çемье летопиçне çырма тытăннăранпа кăçал 60 çул çитет. Çак тапхăрта вĕсен мăшăрланăвĕ хурçă пекех çирĕпленнĕ.

Мăшăрсем иккĕшĕ те ку ялтах çуралса ÿснĕ. Николай Иванович вунтăватă çултан тытăнса мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван колхозра вăй хунă. Тĕрлĕ должноçсене йышăннă. Яваплă та тимлĕхлĕ ĕçшĕн ăна чылай хутчен Хисеп грамотисемпе наградăланă. «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята илнĕ.

Зоя Ивановна Уравăшри вăтам шкула пĕтерсен Вăрнарти зооветтехникумра ветеринари специальноçне алла илнĕ. Хыççăн «Вурнарский» откормсовхозра ветеринари санитарĕнче, аслă ветврачра, тĕп ветврачра тăрăшнă. Хуçалăхри кăна мар, ку тăрăхра пурăнакансен выльăх-чĕрлĕх сывлăхĕшĕн те яваплăха туйнă, пулăшу кирлĕ чухне пурне те хăйĕн аллине тăснă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна тĕрлĕ шайри наградăпа чысланă. Нумай çулхи ырми-канми ĕçшĕн «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илме тивĕçнĕ.

Тивĕçлĕ канура та ахаль лармаççĕ вĕсем. Николай Иванович кил-тĕрĕшре тăрăшать. Зоя Степановна вара çемье вучахне тытса пынипе пĕрлех обществăлла ĕçре те хастар. Нумай çул вырăнти хĕрарăмсен канашĕн ĕçне хутшăннă. Кульцав территори пайĕн ветерансен Канашĕн хастарĕ.

Ачисем те ырă тĕслĕхпе пысăк чунлăхлă, яваплăхлă çитĕннĕ. Вячеслав нумай çул уголовлă шыравăн аслă уполномоченнăйĕнче вăй хунă. Службăри кăтартуллă ĕçсемшĕн сумлă наградăсене тивĕçнĕ.

Александр обществăлла йĕркелĕх хуралĕнче тимлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. ОМОН полковникĕ. Ĕçпе темиçе хутчен те Чечняра, Крымра командировкăсенче пулнă. Ун кăкăрне пысăк наградăсем илемлетеççĕ.

Зоя Степановна пирĕн хаçатăн тусĕ те. «Çĕнтерÿ çулне» вăл çуллен çырăнса илет. Пире ырă та кирлĕ информацисемпе тивĕçтерет.

Çак кунсенче Степановсене саламлама та сăлтав пулчĕ. Вĕсем Чăваш Республикин «Юратупа шанчăклăхшăн» орденне илме тивĕçрĕç. Пысăк наградăпа Зоя Степановнапа Николай Ивановича Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Нумай ачаллă Чăваш ен» форумра чысланă, Степановсенни пек çемьесем республика, çĕршыв тĕрекĕ пулнине палăртнă.

Эпир те саламлатпăр! Çемье вучахне тата та нумай çул упрама чи хаклă пуянлăх - çирĕп сывлăх - сунатпăр!

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика