Мускавра та - ырă ятра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.07.2024, 14:23 Просмотров: 146

ВДНХ-ри «Раççей» куравра Чăваш ен площадкинче «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн ĕçченĕсем театрализациленĕ представлени кăтартнă.

Ертÿçи - социаллă тивĕçтерÿсен управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Захаров - завод мăнаçĕпе хăватне кăтартас тесе нумай тăрăшнă. Режиссер-постановщик тивĕçне унăн заместителĕ Игорь Савин пурнăçланă. Уяв программи питĕ пуян пулнă. Заводра тăрăшакансем - Елена Лукоянова, Денис Бобин, Ирина Трофимова, Ольга Атюкина, Николай Бобин, Юрий Пивоваров, Ольга Мещанова, Артем Казанков, Оксана Волкова, Ольга Илларионова, Ирина Никандрова, Людмила Шабалина, Марина Михайлова, Григорий Иванов - курава килнисене хăйсен таланчĕпе, пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Пĕрремĕш кунне, акă, вĕсем творчество программипе пилĕк хутчен халăх умне тухнă. «Завод историйĕпе мăнаçланма тивĕç» театрализациленĕ представлени çÿллĕ шайра ирттĕр тесе мероприятие йĕркелекенсен те, заводра вăй хуракансен те нумай вăй-хал хума тивнĕ. Талантлă ĕçченсем пуртан палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме пултарнă, паллах. Сцена çинчен хаваслă юрă-кĕвĕ, асамлă ташă çемми, шÿтсем илтĕнсех тăнă. Юмахсенчи персонажсене асилтерекен сăнарсем ачасене кăна мар, çитĕннисене те хавхалантарнă. Хими опычĕсем те кăсăклă иртнĕ. Ачасем тата мĕнлерех хастарлăхпа «Менделеев таблици» пазла пухнă! Тăрăшулăхшăн пурне те сувенирсем панă.

Палăртмалла, компанин Тĕп офисĕн представителĕсем, çавăн пекех «Август» Фирмăн Вăрнарти филиалĕнче тимлекенсем курава килнисене ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли препаратсемпе, предприяти çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă. Çĕр ĕçĕпе тăрăшакансем продукци пахалăхпа палăрса тăнине çирĕплетнĕ.

Завод стендне «Август» компанин ертÿлĕхĕ, Чăваш ен экономика министрĕ Дмитрий Краснов, Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова çитсе курнă.

Заводра вăй хуракансем «Раççей» куравра предприяти ят-сумне çÿле çĕкленĕ. Владимир Свешников директор пурне те тав сăмахĕ каланă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика