Савăнăçра та, йывăр самантра та пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе нумай çул юнашар пулни - шăпа пÿрнĕ чи пысăк парне. Вăрăм ĕмĕр ĕмĕрлесе, ватлăх çулĕсенче ачи-пăчин ăшшипе хÿтлĕхне туйса пурăнни мĕнле ырлăх вĕт.
- Эпир хамăра чăннипех телейлĕ çынсем тесе шутлатпăр. Çÿлти Турă пире пархатарлă кун-çул панă, хăтлă кил-çурт çавăрса лартрăмăр, ачасене вĕрентсе тĕрĕс-тĕкел ÿстерес тесе тăрăшрăмăр. Хĕрĕмĕр те, ывăлсем те, тавах Турра, тивĕçлĕ çынсем пулчĕç. Мăнуксем те маттур: ăслă-тăнлă, вĕренеççĕ, ĕçлеççĕ. Кĕçĕн мăнуксем ытарма çук çитĕнсе пыраççĕ. Çакă мар-и вăл телей/ - çирĕплетеççĕ, акă, Мăн Элменте пурăнакан Татьяна Терентьевнапа Петр Ильич Ильинсем те.
Çемье ăшшипе çирĕплĕхĕ пĕрлĕх çинче никĕсленнине питĕ лайăх пĕлеççĕ вĕсем - ахальтен мар пурнăç çулĕпе 60 çул пĕрле. Çак кунсенче çывăх çыннисен ытамĕнче бриллиант туя паллă турĕ хисеплĕ мăшăр.
Петр Ильичпа Татьяна Терентьевна пĕр-пĕрне мĕн ачаран пĕлнĕ, иккĕшĕ те пĕр ялтанах. Çамрăклăх çулĕсенче вара, пĕр-пĕрне килĕштернине туйсан, хĕрпе каччă мăшăрланма шутланă. Çапла 1964 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнче Мăн Элменте Ильинсен çĕнĕ çемйи çуралнă. Кун-çул сукмакĕ вĕсен яланах яп-яка выртман, паллах. Пурнăç тăвас тесе йывăр ĕçлеме тивнĕ, чăрмавĕсем те пĕрре мар такăнтарнă. Апла пулин те яланах пĕри теприншĕн тĕрев пулни пулăшса пынă малашлăха çирĕп утма.
Ильинсем - çăкăр хакне лайăх пĕлекен, нимĕнле ĕçрен хăраман мăшăр. Иккĕшĕ те ял хуçалăхĕн хастарĕсем. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех «Гвардеец» колхозра ырми-канми тăрăшнă. Татьяна Терентьевна нимле уй-хир ĕçĕсенчен юлман: кунсеренех бригада йышĕнче вăй хунă.
Петр Ильич вара Калининăри училищĕре тракториста вĕренсе тухнă, тăван хуçалăхра çулсеренех лайăх тухăç ÿстерсе илес тесе пысăк тÿпе хывнă. Каярахпа слесарьсен бригадин ĕçне йĕркелесе пынă вăл, пенсие кайиччен пĕр вăхăт вырăнти арманта тимленĕ. Вĕсен тăрăшулăхĕпе хастарлăхĕ тимлĕхсĕр юлман, тĕрлĕрен парнесемпе наградăсене пĕрре мар тивĕçнĕ. Иккĕшĕн те «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят пур.
Хальхи вăхăтра ялсенче выльăх йышлă тытакан сахалрах. Маларахри çулсенче картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усраман çын сайра пулнă. Апат-çимĕç валли кăна мар, çакă хушма тупăш паракан ĕç те-çке. Петр Ильичпа Татьяна Терентьевна та колхозра тар тăкнипе пĕрлех пысăк хуçалăхне типтерлĕ тытса пыма ĕлкĕрнĕ. Юрать, выльăх-чĕрлĕхне йышлă ĕрчетмелĕх тыррине, ыттине колхозран ĕçшĕн тивĕçнĕ. Унсăр пуçне, Ильинсем сысна çурисене çăвăрлаттарса халăха сутассипе те тимленĕ.
Вăй хумасăр ытлă-çитлĕ пурнăç çавăрма йывăр, паллах. Ильинсем те хăйсене шеллемесĕр, тепĕр чухне канма пĕлмесĕр ăшталаннипех ĕнтĕ кил-çуртне çирĕп тытнă, ачисене те ĕçченлĕхе вĕрентсе тивĕçлĕ çынсем ÿстернĕ. Кил-çуртне, акă, вĕсем хăйсен аллипе, хăйсен вăйĕпе икĕ хутчен хăпартнă. Малтанах мăшăрланнă хыççăн темиçе çултан - йывăç пураран. Ăна Мари Эл тăрăхĕнчен кÿрсе килнĕ. 1997 çулта вăй çитерсе пысăк кирпĕч çурт хăпартса лартнă. Халĕ вăл - ачи-пăчисемшĕн, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсемшĕн кăмăлласа килсе çÿрекен, пĕртăвансене пĕр чăмăра пухакан юратнă тăван кил.
Хăйсен йăхне тăсаканĕсемпе те, чăннипех те, мухтанма пултараççĕ Ильинсем. Ачисем ашшĕ-амăшĕ пекех маттур: ĕçчен, пуринпе те тарават, çемйисенче те, ĕçĕ-хĕлĕсенче те ÿсĕмлĕ. Аслă хĕрĕ Тамара, акă, нумай çул Калинино райповĕнче бухгалтерта тăрăшнă, уйрăм лавкка тытса суту-илÿпе те тимленĕ. Ывăлĕ Виктор - йĕрке хуралĕн органĕсен ветеранĕ. Çула çитменнисемпе тимлекен инспектор, оперативлă дежурнăй, участокри уполномоченнăй - тĕрлĕ яваплă должноçсене йышăннă вăл. Халĕ - Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче, хурал тытăмĕнче. Кĕçĕн ывăлĕ Юрий вара заводăн пушар хуралĕн пайĕнче службăра тăрать. Вăл - смена начальникĕ. Кинĕсем те пултаруллă, ăшпиллĕ Ильинсен. Маринăпа Ольга иккĕшĕ те педагогсем, Вăрнарти 2-мĕш шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентеççĕ.
Мăнукĕсем те ÿсĕмĕ-çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ Петр Ильичпа Татьяна Терентьевнана. Аслăраххисем вĕренсе тухса хăйсем ура çине çирĕп тăнă ĕнтĕ. Саша - çар çынни, офицер, Наташа бухгалтери енĕпе тимлет, Вика - архитектура сферинче, проектсем хатĕрлессипе. Ильяпа Карина тата Таня - студентсем, Мускаври аслă шкулсенче професси пĕлĕвĕ илеççĕ, ăста специалистсем пулма хатĕрленеççĕ. Петя та вĕсенчен тĕслĕх илет. Хальлĕхе Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренекенскер, лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Ватлăхра чун-чĕрене ăшăлăхпа, юратупа тултаракан кĕçĕн мăнукĕсем те тăваттă хисеплĕ мăшăрăн. Ачисемпе мăнукĕсем яла, тăван киле пĕрмаях килсе çÿреççĕ, çывăх çыннисене асăрхаса-пулăшсах тăраççĕ.
Çулĕсем сахал мар, вăй-халĕ те çамрăк чухнехи мар пулин те, Петр Ильичпа Татьяна Терентьевна хастарлăха çухатман-ха. Халĕ выльăх-чĕрлĕх пăхаймасан та Татьяна Терентьевна чăх-чĕпсемпе аппаланать, çемье валли таса аш-пăш пултăр тет. Петр Ильич вара паян та алла çава тытса çулма тухма пултарать. Куç вичкĕнлĕхĕ чакни те чăрмантармасть - çавине те хăех çивĕч туптать. Тепĕр чун киленĕçĕ пур унăн - çутçанталăк ытамĕнче пулма юратать. Мĕн чухлĕ йывăç-тĕм ĕрчетмен пулĕ вăл хăй ĕмĕрĕнче. Кăçал та, ак, хăйĕн хуçалăхĕ çывăхĕнче çамрăк хунавсем лартса хăварнă.
Çакăн пек хастарлăха, чун-чĕре хавхаланăвне çухатмасăр, ачисемпе мăнукĕсен юратăвĕпе пулăшăвне туйса тата нумай çул пурăнма сунатпăр Петр Ильичпа Татьяна Терентьевнана. Тăван кил-çуртра пĕрлехи çемье уявĕсене татах та татах уявламалла пултăр.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Ноябрь 2024 |