Кашни утăмрах сыхă пулмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.07.2024, 14:25 Просмотров: 169

Юнкун республикăра, çав шутра пирĕн округра та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ

Чăваш ен патшалăх службин конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен ертÿçин çумĕ Алина Елисеева, округ администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алексей Фирсов ертсе пыракан информушкăн Упнер тата Калинино территори пайĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулчĕ. Хапăсри тата Калининăри культура çурчĕсенче халăхпа пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕ.

Тĕп темăсенчен пĕри - 2024 çулхи пĕрремĕш çур çулти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тата республика бюджетне еплерех пурнăçланин малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем. Кун пирки Алина Елисеевăпа Алексей Фирсов каласа кăтартрĕç. Пуçарулăх, тăрăшулăх ÿсĕм-çитĕнÿ тума пулăшнине палăртрĕç.

Шупашкара никĕсленĕренпе 555 çул çитнине халалланă уяв программине пĕлтерчĕç. Шĕкĕр хуламăрăн юбилейĕ кăсăклă иртмелле. Раççейри паллă юрăç тата музыкант Шаман хăйĕн пуян репертуарĕнчи юрăсемпе куракансене савăнтарĕ.

Шыва кĕмелли тапхăрта республикăри объектсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине те пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Вăрнар енче инкек-синкек регистрациленменни савăнтарать, анчах ку сыхлăха çухатмаллине пĕлтермест. Пĕвесене тасатас ыйтăва та çĕклерĕç. Тавралăхра тирпей-илем хуçалансан экологи лару-тăрăвĕ те лайăхланать.

Хăрушсăрлăх правилисене çирĕппĕн уяни, тытса пыни инкек-синкеке сирме тата çынсен пурнăçне сыхласа хăварма май парать. Асилтеретпĕр, республикăра 16 çула çитмен ачасен ашшĕ-амăшĕсĕр шыв-шурсене кĕме юраманни çинчен калакан саккуна йышăннă. Упнер территори пайĕн пуçлăхĕ Геннадий Арбузов çитĕннисен ачасене пĕчĕкренех шывра ишме вĕрентмеллине палăртрĕ.

Пухнă укçасăр хăвараççĕ, банкран кивçен илтереççĕ. Камсем-ха вĕсем/! Паллах, мушенниксем. Информкуна килнисене ултав мелĕсем тата вĕсене сирмелли майсем пирки каласа пачĕç. Граждансем хăйсен укçи-тенкине çухатнипе çыхăннă конкретлă тĕслĕхсем илсе кăтартрĕç. Интернет тетелĕ урлă, телефонпа шăнкăравласа улталанине уйрăмах тимлĕх уйăрчĕ Светлана Мартынова, полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен пайĕн пуçлăхĕ.

Шел те, аферистсен капкăнне округра пурăнакансем çав-çавах лекеççĕ. Кăçал вĕсене 5 миллион тенкĕлĕх улталанă. Полицейскисем профилактика ĕçĕсене нумай ирттереççĕ, тĕрлĕ организаци-предприятисенче тăрăшакансемпе, уйрăм çынсемпе тĕл пулса калаçаççĕ, пурне те асăрхануллă пулма сĕнеççĕ.

Асăрхав тата профилактика ĕçĕ-хĕлĕпе тимлекен округри пай пуçлăхĕ Алексей Петров пушар хăрушсăрлăхĕн теми тавра калаçрĕ. Информкуна килнисене правилăсене çирĕп пăхăнмаллине, газ приборĕсемпе пĕлсе усă курмаллине асилтерчĕç.

Пĕрлехи информаци кунĕнче ял-йыша е харпăр хăйне кăсăклантаракан ыйтусене çĕклеме майсем çителĕклĕ. Акă, кивьял-хапăссене ял çывăхĕнче автобус чарăнăвĕ çукки пăшăрхантарать. Çакă тата информкунра хускатнă ытти ыйтăва тимлĕхе илчĕç, пулăшма шантарчĕç.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика