Электросамокат парнеленĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.07.2024, 14:27 Просмотров: 165

Аçăмçырминчи çамрăк çул-йĕр инспекторĕсем - республикăри нумай çулхи çĕнтерÿ çĕсем - кăçал та Раççей шайĕнче тупăшĕç. «Хăрушсăр урапа» конкурсăн финалĕнче çĕршыври чи маттур командăсемпе ăмăртасси вĕсемшĕн пĕрремĕш хут мар. Тĕрлĕ çулсенче чи ăста вунă отряд шутне те кĕнĕ вĕсем, уйрăм номинацисенче çĕнтерÿсемпе те палăрнă.

Чăннипех опытлă команда. Пĕлÿпе ăсталăха туптама вĕсене пултаруллă педагог, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă энтузиаст Владимир Петров пулăшса пырать.

Раççейри ăмăртусене хутшăниччен вĕренекенсем хăйсен наставникĕпе пĕрле Патшалăх автоинспекцийĕн республикăри управленийĕн пуçлăхĕпе Владимир Романовпа тĕл пулнă. Полици полковникĕ ачасене конкурсра яланхи пекех пысăк ăсталăх кăтартма, хăйсен вăйне ĕненме тата çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлма суннă.

Кăçал çĕршыври вăйлă командăсем Екатеринбургра пухăнĕç. Конкурс программи кăшт улшăннă: унта çĕнĕ тĕрĕслев те пулĕ - самокатсемпе фигурăсем туса ярăнасси. Çĕнĕ конкурсра та малтисен йышĕнче пулас тесе Аçăмçырминчи çамрăк çул-йĕр инспекторĕсем ку енĕпе те хăнăхусене хавхалансах туптаççĕ. Пахалăхлă хатĕрленме лайăх майсем пулнăшăн вĕсем «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» предприятин директорсен канашĕн председательне Владислав Попова пĕтĕм чун-чĕререн тав тăваççĕ. Шăпах вăл тренировкăсем ирттерме ачасене электросамокат парнеленĕ.

Каласа хăвармалла, Владислав Юрьевич Аçăмçырминчи ЮИД командин тахçанхи тусĕ. Çамрăк инспекторсене вăл яланах пулăшса пыма тăрăшать.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика