Чăваш ен делегацийĕн Беларуçре пилĕк кун тăсăлнă визичĕ пирĕн регионшăн та, тăванла республикăшăн та усăллă чылай килĕшÿ çырнипе, тĕрлĕ отрасль аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçлама калаçса татăлнипе вĕçленнĕ. Пысăк шайри тĕлпулусемпе ĕçлĕ калаçусем вăхăтĕнче алă пуснă хăшпĕр йышăнусем пирки хаçатăн иртнĕ номерĕнче çырнăччĕ. Беларуçпе тачă çыхăнура ĕçе кĕртме палăртнă ытти проектсемпе малалла паллаштаратпăр.
Экономика тĕлĕшĕнчен, акă, Чăваш енпе Беларуç хушшинче тавар çаврăнăшне икĕ хут ÿстерме тĕллев лартнă. Çитес çул вара Беларуçе хамăр предпринимательсен бизнес-миссине йĕркелеме палăртаççĕ.
Промышленноçра та пĕрле пурнăçлама шутлани нумай. Сăмахран, пирĕн регионта кăларнă пир тĕртмелли станоксене çитерме майсене тишкереççĕ. Беларуçпе Чăваш енĕн хутшăнса тĕрлĕрен ял хуçалăх тата спецтехника кăларма тĕллев пур, çав шутра - бронленĕ экскаваторсене те.
Чăваш ен йывăр тракторсене тата бульдозер техникине, чукун çул вакунĕсемпе автотранспорт валли саппас пайсене тата тимĕрçĕпе шăрату производствин заготовкисене сĕнме те хатĕр. Беларуçь хăйсем патĕнче шăрату заводне çĕклессипе интересленет.
Çавăн пекех хамăр тăрăхри шкулсемпе ача сачĕсене тĕпрен юсанă чух партнерсен строительство материалĕсемпе усă курассине те сÿтсе яваççĕ.
Транспорт. Кăçал Чăваш транспорт управленийĕ валли УТТЗ маркăллă 153 троллейбус туянаççĕ. Вĕсене «Минскри автомобиль завочĕ» кооперацире «Уфари трамвайпа троллейбус завочĕ» общество туса кăларать. 2025-2030 çулсенче 133 троллейбус илесшĕн.
Пирĕн регионта та, тăванла республикăра та агропромышленноç комплексĕ тĕп отрасльсенчен пĕри. Çавăнпа та пĕр-пĕрин опычĕ, ÿсĕмĕсем кашни еншĕн хаклă. Акă, Беларуç техникипе Чăваш ен аграрийĕсене тивĕçтерессине «ГОМСЕЛЬМАШ» тата «АГРО-ИНВЕСТ» обществăсемпе килĕшÿ çырса çирĕплетнĕ.
Тахçанхи шанчăклă партнерсем тыр-пул тата çĕрулми пухмалли комбайнсем, «Беларус» тракторсем, соксемпе улма-çырла, мăйракаллă ăратлă шултра выльăх-чĕрлĕх тата ыттипе тивĕçтересшĕн. Чăваш ен вара хăй енчен кĕрпе-çăнăх, салат, аш консервисемпе кăлпассисем, соуссем, горчица, севок сухан, хăмла, алкогольĕ тата алкогольсĕр шĕвексем сĕнме хатĕр.
Пирĕн республика юлашки вăхăтра пахалăхлă, пысăк конкурентлă цифра сервисĕсене хатĕрленипе мухтанма пултарать. Вĕсемпе белоруссене пулăшма майсем пур. Искусствăлла ăс-тăнпа усă курасси, техника ?тракторсем, белазсем, «утакан» экскаваторсем% валли цифра платформисене шутласа кăларасси перспективлă. Килĕшĕве çырнă ĕнтĕ, ĕçсем пыраççĕ.
Вĕрентÿ тытăмĕнче çĕнĕ, интереслĕ проектсем чылай пурнăçа кĕмелле. Чăваш енпе Минск хулин шкулĕсемпе техникумĕсен канашласа ĕçлемелли пĕрлехи план пулĕ.
Беларуçри вĕренÿ заведенийĕсем те пирĕн çамрăксене вĕренме йышăнма пултараççĕ, ÿсĕмлĕ предприятисем - студентсене производство практикине. Унсăр пуçне И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ Гродно хулинчи университетпа вĕрентÿре, ытти пĕлтерĕшлĕ ĕçсенче пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕсемпе ылмашăнса, туслă çыхăнура тăрăшма калаçса татăлнă.
Беларуç çавăн пекех Чăваш ен спортсменĕсене ăмăртусене те кĕтет. Пирĕн спортсменсене бокс, кĕрешÿ, байдарка тата каноэ спорчĕпе, дзюдопа каратэ, йывăр атлетика, тхэквондо тата ытти енĕпе пысăк ăмăртусене хатĕрлеме спорт базисене сĕнме те хатĕр.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Ноябрь 2024 |