Ветерана саламланă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.07.2024, 14:27 Просмотров: 201

Кашни нумай çул пурăнакан çыннăн шăпинче ĕмĕр историйĕ çырăннă. 90-100 çулсенчи ватăсен кун-çулĕнче чи йывăр вăхăтсем - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи, выçлăх, арканнă çĕршыва çĕнĕрен çĕклесе аталантарни тата ытти пулăмсем - тарăн йĕр хăварнă.

Пĕтĕм йывăрлăха тивĕçлĕ чăтса ирттернĕ, вăрăм ĕмĕрлĕ пулма тÿр килнĕ хисеплĕ ватăсен вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши/ Ĕçченлĕхре, пурнăçа юратнинче, ырă малашлăха ĕненнинче, çирĕп чун-чĕрере, нихăçан та пуç усманнинче... Çапла çирĕплетсе калама пулать Вăрманкасра пурăнакан Марина Михайловна Павлован кун-çулне тишкерсе.

Вăл Вăрнарта нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Халĕ çичĕ пĕртăванран тăваттăшĕ пурăнаççĕ. Вĕсем пурте 80 çултан каçнă ĕнтĕ. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ ветеранăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тата ун хыççăнхи çулсене килнĕ. Пĕчĕкренех вăл йывăр ĕçре пиçĕхсе, выçăлла-тутăлла çитĕннĕ. Çав вăхăтри нумай-нумай ача пекех терт-нушине сахал мар тÿссе ирттернĕ. Апла пулин те чун хавалне нихăçан та çухатман. Ÿссе çитĕнсен виçĕ хутчен çерем çĕрсене уçнă çĕре хутшăннă. Пур çĕрте те тăрăшулăхпа, хастарлăхпа, ĕçченлĕхпе палăрнă маттур чăваш хĕрĕ медале тивĕçнĕ.

Ун хыççăн шăпа Марина Михайловнана Пермь хулине илсе çитернĕ. Кунта вăл стройкăра вăй хунă, хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса пурнăçланă. Анчах кĕтмен инкеке пула ?урине хытах амантнă пирки% каялла тăван тăрăха таврăннă. Пĕр вăхăт Шупашкарта ĕçлесе пурăннă хыççăн хăй çуралса ÿснĕ вырăнтах тĕпленме шутланă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех хисеплĕ ветеран «Самолет» хуçалăхра бригадирта вăй хунă. Тăван çĕршыва аталантарас ĕçри тÿпине пысăка хурса хакланă, Марина Михайловнана В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă медальпе наградăланă.

Çак кунсенче хисеплĕ ветеран 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ăна сумлă хăнасем - Вăрнар муниципаллă округ пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алексей Фирсов, Вăрманкас территори пайĕн пуçлăхĕ Иван Афанасьев - çуралнă кунĕпе ăшшăн саламланă, таса сывлăхпа, çивĕч ăс-тăнпа, çывăх çынсен юратăвĕпе тимлĕхне туйса тата нумай çул пурăнма ăшă сăмахсем каланă. Вăрманкасри культура çурчĕ çумĕнчи артистсем юбиляра савăнăçлă кăмăл-туйăм парнеленĕ, илемлĕ чăваш халăх юррисене шăрантарнă.

Оксана СЕМЕНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика