Кĕçнерникун «Химик» стадионра «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ çăмăл атлетика эстафетинче шкул ачисемпе студентсем те, организаци-учрежденисенче тимлекенсем те хастар пулчĕç. Вăй-хал чаксан та малаллах ыткăнчĕç, такăнсан та ÿкмерĕç. Ара, чунпа вăйлисемпе çирĕпписене çĕнтерÿ патне ăнтăлма нимĕн те чăрмантараймĕ. Кунĕ те хĕвеллĕ тăчĕ, кăмăл-туйăм та çĕкленÿллĕ пулчĕ.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе хаçат парнисемшĕн 14-мĕш çул иртекен эстафета пуçланиччен Раççей тата Чăваш ен гимнĕсем янăрарĕç. Прессăн спорт уявĕ тăваттăмĕш çул ĕнтĕ «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн тĕп редакторĕнче чылай çул тăрăшнă Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Вячеслав Николаева асăнса иртрĕ.
Ăмăртăва уçма Вăрнар округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Алексей Фирсов, «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ Светлана Чикмякова, культура, национальноçсен ĕçĕсен, физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов хутшăнчĕç, пур ÿсĕмри спортсмена ăнăçу, çĕнтерÿ патне ăнтăлма нумай вăй-хăват сунчĕç.
Сергей Иванович эстафета йĕркипе паллаштарчĕ. Малтанах старта предприяти-организацисенче тăрăшакансем тăчĕç. Ăмăрту питĕ хĕрÿ иртрĕ. Кашниех финиша чи малтан çитес тесе пĕтĕм вăя хучĕ. Аçăмçырми территори пайĕнчи представительсем çĕнтерĕве алăран вĕçертмерĕç, кăçал та пурне те хыçала хăварчĕç. Маттурах, правурах вара вĕсем. Иккĕмĕш вырăна Вăрнар округĕн администрацийĕн команди çĕнсе илчĕ. Виççĕмĕшсем - ярмушкасем. Тăваттăмĕш вырăнта - Вăрнар тĕп больницин ĕçченĕсен команди.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен ушкăнĕнчи тупăшура та çамрăк спортсменсем дистанцие хăвăртах парăнтарма пултарчĕç. Вăрнарти 2-мĕш шкул команди финиша пĕрремĕш çитрĕ, Калинино тата Санарпуç вăтам шкулĕсенче ăс пухакансен ушкăнĕсем те çĕнтерес тесе хастар тупăшрĕç, иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.
Аслă ÿсĕмри вĕренекенсен çивĕч тупăшăвне те палăртмалла. Вĕсем хушшинче чылайăшĕ çуллахи вăхăтра та спорт секцийĕсене çÿрет, ăсталăха туптать, çавăнпа эстафета питĕ хĕрÿ иртрĕ. 2-мĕш шкул команди ку номинацире те палăрчĕ. Пĕлтĕр те малтисен йышĕнчеччĕ. Кĕмĕл призерсем - Кÿстĕмĕр шкулĕн спортсменĕсем. Мала тухнисене темиçе çеккунт кăна выляса ячĕç. Виççĕмĕшсем - 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем.
Шкулсенче физкультурăпа спорта аталантарассипе тимлекен педагогсем тĕллевлĕ тăрăшнине çирĕплетмелле. Паллах, тренировкăсем тăтăшах ирттермесен вĕсен вĕренекенĕсем çĕнтерÿçĕсен, призерсен йышне кĕреймен пулĕччĕç.
Çапла вара эстафетăна 23 команда хутшăнса вăй виçрĕ. Стадион пĕр вăхăт ăмăртакансене хытăрах чупма чĕнсе хавхалантарнă сас-чĕвпе тулсах ларчĕ. Чăн-чăнахах прессăн спорт уявĕ темелле тăван хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ çăмăл атлетика чупăвне. Мала тухнисем пьедесталăн çÿллĕ картлашкисем çине хăпарчĕç, вĕсене савăнăçлă лару-тăрура Хисеп грамотипе, медальсемпе тата парнесемпе чысланă чух куракансем тăвăллăн алă çупрĕç. Округ администрацийĕ те спортсменсене тимлĕхсĕр хăвармарĕ, укçа-тенкĕ те парса хавхалантарчĕ.
Çăмăл атлетика чупăвĕ ÿт-пĕве пиçĕхтерет, çитĕнекен ăрăвăн, аслă ÿсĕмрисен хастарлăхне ÿстерет, спортпа туслă пулма вĕрентет. «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ Светлана Чикмякова эстафетăна хутшăннисене пурне тивĕçлĕ результатсемпе ăшшăн саламларĕ, тĕрлĕрен тĕрлĕ дистанцисене парăнтарса çĕнĕ çĕнтерÿсем тума сунчĕ. «Çĕнтерÿ çулĕпе» çитĕнÿсем патне çитме пулать», - палăртрĕ тĕп редактор.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Ноябрь 2024 |