Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.09.2024, 15:19 Просмотров: 284

Округри аталану çулĕпе пыракан хуçалăхсем обществăлла выльăх-чĕрлĕхе йĕркеллĕ условисенче тытаççĕ, чĕрчунсен сывлăхĕшĕн тăрăшаççĕ, селекци ĕçне анлă çул параççĕ. Çавна май выльăх-чĕрлĕх продукцин производствине ÿстерме майсем те çителĕклĕ.

Кăçалхи сакăр уйăхра мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче 3893,37 тонна аш-пăш туса илнĕ, ĕç планне 114,2 процент пурнăçланă. Пуринчен ытла ял хуçалăх предприятийĕсем ÿсĕмлĕ ĕçленĕ, сакăр уйăхри кăтарту - 3397,27 тонна. Иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен аш-пăша 20,8 процент ытларах туса илнĕ.

Сĕт производствинче те ÿсĕм пур. Çак тапхăрта 27427,6 тонна сĕт туса илнĕ, ĕç планне 103,2 процент тултарнă. Ял хуçалăх предприятийĕсен кăтартăвĕ 13376 тонна ?102,7:%, кил хуçалăхĕсен - 12799 ?104,8:%. Ăратлăх ĕçĕнче тĕллевлĕ программăсемпе усă курнипе, сĕт-çу ферминче тăрăшакансем яваплăха туйса тимленипе ĕç кăтартăвĕсем лайăхланнă.

Ял хуçалăх организацийĕсенче кашни ĕнерен вăтамран кунне 16,7 кг сĕт суса илеççĕ, хресчен хуçалăхĕсенче - 13,9 кг. Хăшпĕр хуçалăхсенче кăтарту тата пысăкрах. Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнчи даннăйсем тăрăх, пĕрремĕш вырăнта - Карл Маркс ячĕллĕ кооператив. Хуçалăхра кашни ĕне пуçне 23,5 кг сĕт суса илеççĕ. «Броневик» ЯХПК-ри сĕт-çу фермин кăтартăвĕсем те ÿсĕмлĕ. Вăтам сăвăм 21 килогрампа танлашнă. Ытти хуçалăхра çакăн пек кăтартусем: «Янгорчино» хуçалăхра - 18,8, «Мураты» кооперативра - 17, «Победăра» - 16,3, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче - 15,3, «Кольцовка» агрофирмăра - 14,3.

Округĕпе илсен, сакăр уйăхра кашни ĕнерен вăтамран 3865 кг ?102,7:% сĕт суса илнĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх йышĕ - 15619 пуç, ял хуçалăх предприятийĕсенче - 8768, кил хуçалăхĕсенче - 6147, хресчен фермер хуçалăхĕсенче - 704.

Çак вăхăт тĕлне мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче 7581 пуç ?101,1:% ĕне усраççĕ. Ялсенче пурăнакансем сăвакан ĕнесен йышне пысăклатма тăрăшни савăнтарать. Кăçалхи сакăр уйăхри кăтарту - 3793, пĕлтĕрхи çак тапхăрта хушка пуçсене 3633 тытни паллă.

Лашасем мĕнпур харпăрлăхри хуçалăхсенче - 86 пуç, 65-шĕ кил хуçалăхĕсенче. Качакасемпе сурăхсене те ĕрчетеççĕ, 4041 ытла пуç усраççĕ.

Пысăк организацисенчен пĕринче - Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче - мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх шучĕ 4976 пуç, çав шутра ĕнесем 2090. Предприяти сысна ĕрчетессипе те тĕллевлĕ ĕçлет.

Тăрăшуллă, ял хуçалăх ĕçне чун-чĕререн парăннă çынсем - агропромышленность комплексĕн тĕрекĕ, мăнаçĕ. Акă, тĕслĕхрен, аш-какай комбинатĕнчи Антонина Анатольевна Кондратьева бухгалтер, Елизавета Александровна Егорова зоотехник - ырă ят-сума тивĕçнĕ специалистсем. Иккĕшĕ те пуян опытлă, ăста квалификациллĕ ĕçченсем.

Отиккăвăра та маттурсем пур. Еленăпа Алексей Фадеевсем чылай çул хресчен-фермер хуçалăхне аталантарассипе вăй хураççĕ. Ÿсĕм-çитĕнĕвĕ те куç умĕнчех. Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 230 пуç тытаççĕ, иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 24 пуç ытларах.

Юнтапа тăрăхĕнчи Александр Быков хастарлăхне те палăртмалла. Фермер хуçалăхне аталантарассипе вăл иккĕмĕш çул кăна ĕçлет пулин те выльăх-чĕрлĕх йышне 5 пуçран 27-е çитернĕ. Ун плансем те пысăк.

Людмила КАПИТОНОВА,

ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика