Маттур та пултаруллă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.09.2024, 15:20 Просмотров: 233

Маттур-тăк, маттур. Çак сăмахсем хамăр округра çуралса ÿснĕ хастар та пултаруллă çамрăка пырса тивеççĕ. Тĕрĕсрех каласан, Упнер ялĕнче çуралса ÿснĕ Евгений Григорьев пирки вĕсем.

Аллисем ылтăн çак çамрăкăн, ăс-пуçĕ вара тепĕр инженерăнни пекех. Хальхи вăхăтра вăл Шупашкарта тавар турттарассипе тимлет. Республикăри кăна мар, ытти регионсенчи магазинсемпе суту-илÿ вырăнĕсене те хăйĕн Газелĕпе апат-çимĕçпе тивĕçтерет. Техника вăл çÿресен-çÿресен кивелет-çке. Çавăнпа та Евгений автомашинăна çĕнетес тĕллевпе Газеле хăй вăйĕпе, хăй аллипе пуçтарма шутланă. Кирлĕ материалсене туянса фургон пуçтарнă. Кабинине Чулхуларан тиесе килнĕ.

Евгений Григорьев çемьеллĕ, мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтереççĕ. Ачисем те хăйсем пекех маттур та ĕçчен. Ывăлĕ яланах ашшĕне пулăшма тăрăшать. Машина пуçтарнă вăхăтра та ун патĕнчен татăлмарĕ. Хĕрĕ те амăшĕпе асламăшне кил-хуçалăхра пулăшма васкать. Мăшăрĕ, Венера Станиславовна, Чăвашстат управленийĕнче ертÿçĕн çумĕнче вăй хурать.

Машина пуçтарнă çĕрте, паллах, çемьери кашни çыннăн тÿпи пур. Пĕтĕм ĕçе пĕрле пурнăçлама тăрăшаççĕ Григорьевсем. Питĕ маттур çемье. Кунсăр пуçне, стройка енĕпе те хастар Евгений, пур ĕçе пĕлсе тата тĕплĕн пурнăçлать.

Сăмах май, унăн ашшĕ-амăшĕ те нимĕнле ĕçрен те хăраман. Ашшĕ хăй вăхăтĕнче районти чи лайăх сварщиксенчен пĕри шутланнă. Шел, вăл йывăр чире пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Амăшĕ тивĕçлĕ канура пулин те, хăйĕн хуçалăхĕнче карта тулли кайăк-кĕшĕк тытать, темĕн тĕрлĕ пахчаçимĕç, илемлĕ чечексем çитĕнтерет.

Хамăр кор.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика