Çывхартма пулăшаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.09.2024, 15:21 Просмотров: 99

Паян çăмăл мар вăхăт: пирĕн хÿтĕ-левçĕ-салтаксем çапăçу хирĕнче тăшмана хире-хирĕç тăраççĕ. Çĕр çинчи ирсĕрлĕхе, çĕнĕрен пуç çĕкленĕ фашизма тасатас тесе малаллах талпăнаççĕ.

Çĕнтерĕве пĕччен тума çук, мĕнпур халăх пĕрлешни кирлĕ. Çавăнпа алла хĕçпăшал тытса çапăçакансемшĕн тăван тăрăхран пулăшăва, шанчăклă тĕреве туйни хаклă. Кăткăс тапхăрта çакăн пек пĕрлĕх чăннипех те пурри, нумайăшĕ ятарлă çар операцине хутшăнакансене вăй çитнĕ таран хавхалантарма тăрăшни савăнтарать.

Акă, Малти Ишек территори пайĕнче пурăнакансем тĕлĕнмелле пĕр шухăшлăх, хастарлăх кăтартнине пĕлтермесĕр май çук. Вĕсем хальхи вăхăтра СВО-ри ентешĕ валли хăйсем тĕллĕн УАЗ автомашина туянма пултарчĕç. Çăлкас-кăкшăмсем, чалăм-кăкшăмсемпе хурăн-кăкшăмсем, малти-ишексем, айкăшсемпе малти-кăкшăмсем - чĕнÿ ярсан пурте ырă ĕçе хăйсен тÿпине хывма тăрăшрĕç.

Халĕ Интернет пиншер километрта та кирек кампа çыхăну тытма май парать. Ку ялсенче çуралса ÿссе тĕрлĕ çĕре саланнисем те, тăван тăрăхри пуçару çинчен пĕлсен, укçа-тенкĕ сахал мар куçарчĕç. Çапла пĕрлехи вăйпа автомашина туянмалăх пысăк сумма хăвăртах пухăнчĕ. Малашне вăрçă условийĕсенче усă курма меллĕ пултăр тесе машинăна запас пайсемпе те тивĕçтернĕ.

Ял çыннисем ырă сунса ăсатнă УАЗ «служба вырăнне» çитнĕ ĕнтĕ. Ăна СВО зонине ăсатассине республика Правительстви урлă йĕркеленĕ. Машинăпа пĕрле округри тĕрлĕ пунктсенче çыхнă маскировка сеткисене те салтаксем патне парса янă.

- Ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем пирĕн канăç пурнăçа хÿтĕлеççĕ. Вĕсене пулах ачасем выляса-савăнса ÿсме, вĕренме, ашшĕ-амăшĕсем вĕсен малашлăхĕ çинчен шутлама пултараççĕ. Хамăр енчен вĕсене май килнĕ таран пулăшса тăни - кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ ĕç. Çапăçу хирне ăсатнă машина та ентешпе унăн тантăшĕсемшĕн çар задачисене пурнăçлассине çăмăллатасса шанатпăр. Ененетпĕр: пĕрлĕхре - çирĕп вăй, - салтаксене çĕнтерÿ сунаççĕ Малти Ишек тăрăхĕнче пурăнакансем.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика