Тивĕçлĕ канура пурнăç пуçланать кăна

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.09.2024, 15:23 Просмотров: 89

Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн ветеранĕсен тивĕçлĕ канура та тунсăхласа ларма вăхăт çук. Килти ĕçсемпе кăна аппаланмаççĕ вĕсем. Çулĕсене кура мар çăмăл, активлă, хамăрăн анлă çĕршыв тăрăх нумай курса çÿреççĕ. «Пенсие тухсан пурнăç пуçланать кăна. Ăнланмастпăр, мĕншĕн унран хăрамалла», - теççĕ хастар ветерансем...

Ярославльпе Киров хулисем, Чулхула облаçĕнчи Светлояр кÿлли, Самара облаçĕнчи Гарибальди керменĕ - кусем завод пенсионерĕсем кăçал пулса курнă вырăнсем кăна. Иртнĕ вырсарникун вара вĕсем экскурсисен «сезонне» Дивеевăри сăваплă тăрăха çитсе курнипе вĕçленĕ. Çулçÿрев валли пысăк та хăтлă автобуспа яланхиллех тăван предприяти тивĕçтернĕ.

Калаçса татăлнă пекех, ир-ирех, 5 сехетре, инçе çула тухнă ветерансем. Акă, хĕвел çĕкленнĕ çĕре автобус Çĕмĕрле хули çывăхĕнче тÿлевлĕ çул участокне кĕнĕ. Пассажирсем пурте тенĕ пекех М-12 çĕнĕ автотрассăпа пĕрремĕш хут «ярăнса» кураççĕ, çавăнпа та пĕтĕмпех интереслĕ пулнă: çул инфраструктури, пахалăхĕ, хирĕç тĕл пулакан объектсем тата ытти те.

Дивеевăра çулçÿревçĕсене чăн асамлăх - Турă пил Çырăвне ?Священное Писание% вулакан сывлăм пек таса, илемлĕ сасă - кĕтсе илнĕ. Свято-Троицки Серафимо-Дивеево мăнастирĕнче çак вăхăтра Троицки Соборĕнче литурги пынă. Ветерансем службăна хутшăннă, Серафим Саровский çветтуй ÿчĕ ?мощисем% умĕнче пуç тайнă, кĕлĕ вуласа сăваплă вырăнсемпе утнă. Мăнастиртен 20 километрти Саров вăрманĕнче, Сатис юханшывĕн çыранĕнче вырнаçнă çăлкуç патне те çитнĕ, унти шывпа пит-куçа пĕрĕхтернĕ, хăшĕсем пăр пек сивĕ шыва пуçĕпех кĕрсе тухма та пултарнă.

- Ку вырăн чăнах та сăваплă. Чун-чĕре ăшăпа, çутăпа, савăнăçпа тулать, - хавхаланса пĕлтерчĕ, акă, Владимир Приезжев, нумай çул заводăн полимерлă тара кăларакан цехĕнче ĕçленĕскер.

Каласа хăвармалла, пенсионерсем хăйсем вуншар çул тăрăшнă завод ертÿлĕхĕн тимлĕхне халь те пуренлĕ туяççĕ. Нумаях пулмасть ветерансен Канашĕн активисчĕсемпе Владимир Свешников директор тĕл пулнăччĕ. Вăл аслă çулхисене активлă пулнăшăн, завод пурнăçне-аталанăвне хутшăннăшăн ырласа тав турĕ.

Ун чухне те ыйтусемпе сĕнÿсем нумай пулнăччĕ ветерансен. Вĕсем, акă, Вăрнар хими завочĕн гимнĕн текстне хушма улшăнусем кĕртесси, хăй вăхăтĕнче завод аталанăвне пысăк тÿпе хывнă ĕçченсен тĕрлĕ сăлтавпа асăрхавсăр юлнă вилтăприйĕсене пăхса тăрасси, ветерансен сывлăхне тĕрĕслеме Шупашкарти УЗИ тухтăрĕсен йышăнăвне вырăнта йĕркелесси тата ытти пирки сĕнÿсем пачĕç.

Çитес тĕлпулу та çывăх вăхăтрах пулĕ. Завод хăйĕн ветеранĕсене октябрĕн 1-мĕшĕнче праçнике кĕтет. Аслă ĕçтешĕсене саламлама, хавхалантарма интереслĕ те савăнăçлă уяв программине хатĕрленĕ.

Людмила ИВАНОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика