Ачасемпе ĕçлесси - чи пархатарлă ĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.10.2024, 15:27 Просмотров: 88

Ачасене юратакан, вĕсен кăмăлне туякан, туслăха хăнăхтаракан, чи кирли - çирĕп пĕлÿпе тивĕçлĕ воспитани паракан... Çакăн пек вăл чăн-чăн учитель.

Вăрнар округĕ ку ретри вĕрентекенсемпе чăннипех те мухтанма пултарать. Нумай шкул ачи, куратпăр, тĕрлĕ шайри конкурс-олимпиадăсенче Вăрнар чысне çÿле çĕклет.

Учительсем те маттур, вĕсене те професси тупăшăвĕсенче малтисен ретĕнче час-часах куратпăр. Вĕсем çамрăк ĕçтешĕсемшĕн те тĕслĕх пулса тăраççĕ. Кăçал, ак, округри шкулсене тин диплом илнĕ тăватă специалист килнĕ. Вĕсем: Эвелина Александровна Игнатьева кĕçĕн классен учителĕпе Кирилл Алексеевич Лукин математика учителĕ Калининăри вăтам шкулта, Екатерина Анатольевна Мокеева акăлчан чĕлхи учителĕпе Снежана Викторовна Толмасова педагог-психолог Вăрнарти 2-мĕш шкулта тимлеççĕ ĕнтĕ. Учитель кунĕпе çыхăннă уявра вĕсем аслă ĕçтешĕсем пекех вăйне, ăс-тăнне ачасене пама сăмах пачĕç.

Округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова, ун заместителĕ - вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Алексей Фирсов, Комсомольски округĕн пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Наталия Комиссарова, ВДПО-н вырăнти уйрăмĕн пуçлăхĕ Маргарита Тихонова, вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюзĕн лидерĕ Елена Карпова учительсене, çавăн пекех ача сачĕсен ĕçченĕсене профессилле уявсемпе саламланă май, ачасемпе ĕçлесси чи пархатарлă ĕç пулнине, çитĕнекен ăрăвăн пуласлăхĕ вĕсенчен те нумай килнине палăртрĕç.

Тĕслĕх илмелли вĕрентÿ ĕçченĕсем вара чылаййăн. Уявра, акă, вĕсене сцена çине чĕнсе чысларĕç. «Березка» ача сачĕн заведующийĕ Надежда Владимировна Васильева, вĕрентÿ пайĕн методика кабинечĕн ертÿçи Марина Васильевна Степанова, Хапăс шкулĕнчи кĕçĕн классен учителĕ Надежда Васильевна Сюмайкина Раççей Федерацийĕн Çутĕç министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕç. Тавĕпе «Сеспель» ача сачĕн заведующине Надежда Геннадьевна Никитинана, Вăрнарти И.Н.Никифоров ячĕллĕ 1-мĕш шкулăн тăван чĕлхе учительне Надежда Витальевна Кириллована тата «Рябинка» ача сачĕн аслă воспитательне Наталия Леонидовна Савинана чысларĕç.

Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине илнисем: Татьяна Геннадьевна Волкова - Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти кĕçĕн классен учителĕ, Елена Николаевна Григорьева - Ярмушка шкулĕн вырăс чĕлхипе литература учителĕ, Наталия Николаевна Сергеева - Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулăн истори учителĕ, Марина Анатольевна Федорова - Санарпуç шкулĕн историпе обществознани учителĕ. Тавне округ администрацийĕн çула çитменнисемпе тимлекен секторĕн заведующийĕ Мария Кроткова тата тĕп специалист-эксперчĕ Лилия Васильева тивĕçрĕç.

Уявра çавăн пекех ытти наградăсене илекенсем те чылаййăн пулчĕç ?тулли списокĕ - район хаçачĕн сайтĕнче%.

Çавăн пекех уяв вăхăтĕнче Вăрнар тата Комсомольски округĕсен вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕсем пĕрлешсе ĕçлессипе килĕшÿ çырчĕç. Ăна пай пуçлăхĕсем Алексей Фирсов тата Наталия Комиссарова алă пусрĕç.

Сăмах май, шкулсенче паян 536 çын вăй хурать, вăл шутра 279 учитель. Ача сачĕсенче тимлекен 232 çынран 109-шĕ - педагогсем. Хушма пĕлÿ учрежденийĕсенче 41 сотрудник тăрăшать.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика