«Ман Тăван çĕршыв вĕт-ха, асанне...»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.10.2024, 15:29 Просмотров: 91

Çакăн пек сăмахсемпе лăплантарнă асламăшне Кирилл Ксенофонтов хăйĕн хăюллă шухăшне пĕлтерсе. «Манăн юлташсем унта чухне манăн кунта мĕн туса ларас»,- тенĕ çамрăк СВО-на тухса кайиччен. Елена Геннадьевна Семенова мăнукĕн çирĕп шухăшне пăсас темен, паттăрла утăм тунине ырланă.

Вăл яланах хастар та маттур пулнă. Пăрачкаври ача-пăча интернатĕнчен тухсан малтанах Шупашкарти пĕр техникума вĕренме кĕнĕ, çулталăкран, 2019-мĕшĕнче, Вăрнарти ял хуçалăх техникумне куçнă. Малтанах кунта автомеханике вĕренсе тухнă. Пĕлтĕр кунтах апат-çимĕç продукчĕсен технологне вĕренме тытăннă. Техникумăн обществăлла пурнăçне хастар хутшăннă. Шырав отрячĕн йышне кĕнĕ. Командирĕ те пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсен ячĕсене сыхласа хăварас тĕлĕшпе чылай мероприяти ирттернĕ. Гитарăпа аван вылянă, сăвăсем çырнă, тĕрлĕ конкурссенче çĕнтернĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнма вăл кăçалхи январь вĕçĕнче контракт çырнă.

Шел те, каччăн пурнăçĕ кĕске килнĕ - штурм ротин рядовойĕ çар заданине пурнăçланă вăхăтра илнĕ сурансене пула февралĕн 17-мĕшĕнче пуçне хунă...

Юнкун Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ умĕнчи СВО участникĕсене халалланă Астăвăм аллейинче ун портречĕ ытти паттăрсемпе юнашар тăчĕ. Унпа пĕрле - Василь Сушко тата Юрий Самсоновăн портречĕсем те.

Василь Сушко Вăрнарти 2-мĕш шкултан вĕренсе тухсан Вăрнарти 29-мĕш училищĕре хурт-хăмăр ăстине вĕреннĕ. Алла диплом илсен икĕ кунтанах ăна çара илнĕ. Вăл Байконур космодромра службăра тăнă.

СВО-на хутшăнма 2022 çулхи октябрьте тĕв тытнă. Ульяновск хулинче çар хăнăхăвĕсене вĕреннĕ хыççăн 2023 çултан малти линире. Службăри таса тивĕçĕшĕн, хăюлăхĕшĕн ăна Жуков медалĕпе наградăланă. Вилнĕ хыççăн. Ун куçĕсем кăçалхи апрелĕн 9-мĕшĕнче хупăннă.

Уравăш каччи Юрий Самсонов вырăнти шкултан вĕренсе тухсан Вăрнарти 29-мĕш професси училищинче автомеханике вĕренсе тухнă. Хыççăнах çар ретне тăнă. Служба вĕçленсен хăйĕн пурнăçне вăл Раççей Çарĕпех çыхăнтарма шутланă - Оборона министерствипе контракт çырнă. Чечняри, Çурçĕр Кавказри хирĕçтăрусене чарас ĕçе хутшăннă.

Ятарлă çар операцине хутшăнма пĕлтĕрхи апрельте контракт çырнă. Çыхăну батальонĕн механик-радиотелефонисчĕ пулнă. Ун пурнăçĕ иртнĕ çулхи июлĕн 21-мĕшĕнче Донецк Республикинчи Артемовск районĕнчи Андреевка ялĕ çывăхĕнче пĕлтерĕшлĕ зар заданине пурнăçланă чухне татăлнă.

Паттăрсем нихăçан та вилмеççĕ. Акă, çÿлерех асăннă боецсен куçĕсем портретсем çинчен чĕррĕн çиçеççĕ. Вĕсен ячĕсем ĕмĕрлĕх чĕррĕн упранĕç. Çакна Астăвăм аллейинчи стендсене уçма хутшăннисем те палăртрĕç. Техникум директорĕ Ольга Львова аллейăри портретсенчи каччăсем техникум-училище мăнаçлăхĕ пулнине, вĕсене паянхи кашни студент пĕлнине каларĕ. «Офицеры России» пĕрлешĕвĕн ертÿçи, Чăваш ен Обществăлла палата членĕ Станислав Афанасьев та астăвăма упрани хальхи вăхăтра çав тери хаклă пулăм пулнине палăртрĕ.

Мероприятие хутшăннă салтаксен тăванĕсен куçĕсем шывланчĕç, паллах. Вĕсем техникум ертÿлĕхне Астăвăм аллейине уçса хăйсен çывăх çыннисене вилĕмсĕрлетнĕшĕн тав турĕç...

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика