Кашнин пулăшăвĕ хаклă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.10.2024, 15:30 Просмотров: 78

Пĕрлĕхре - вăй, çирĕплĕх... çĕнтерÿ. Юлашки вăхăтра ку сăмахăн пĕлтерĕшĕ уйрăмах çÿле çĕкленчĕ. Ун пирки ытларах та ытларах калаçатпăр. Ахальтен мар. Пирĕн мухтавлă хÿтĕлевçĕсем паян тăван çĕр çине тăшман ури ан пустăр тесе кĕрешеççĕ. Вĕсем çурăм хыçĕнче шанчăклă тĕреве, пур енлĕ пулăшăва туйни кирлĕ. Çынсенчен нумайăшĕ çакна ăнланни, йывăр вăхăтра çирĕп пĕрлĕхе чăмăртанни, чăнах та, хаклă.

Каламалла, уйрăм хастарсем те пур пирĕн хушăра. Салтаксен нушисене чĕре патне çывăх йышăнакансем, мухтанмасăр, кăкăр çапмасăр фронта валли пулăшу пуçтаракансем, хăрушлăха пăхмасăрах ăна вут-хĕм айĕн çапăçу хирне çитерекенсем... Акă, Мăн Турханти Андрей Иванов та СВО участникĕсене хăй вăйĕпе кÿнĕ пулăшăва укçа-тенкĕпе виçмест, ун çинчен ытлашши калаçма та юратмасть. «Мĕн чухлĕ тăкакланă, шутласа пыман. Çакă пĕлтерĕшлĕ те мар, вăрçăри юлташсене тата йывăртарах. Вĕсен пурнăçĕсене çăлса хăварма пулăшаятăп-тăк, çакă хаклă», - хуравларĕ вăл кун пирки сăмах пуçарсан.

Салтаксене кирлĕ оборудовани, дронсене персе антармалли пăшалсем тата ыттине пухса ăсатма вăл чăннипех те нумай хутшăнать. Чылайăшне хăй укçи-тенкипе туянать. Хăй ĕçĕпе тимлет те ?Андрей - предприниматель%, ун майĕсем нумайрах тейĕ тепри. Анчах вăл та ĕçлесе илнĕ нухрачĕпе, сăмахран, çĕнĕ машина туянма е çемйипе курортсенче канма пултарĕччĕ... Вăл вара урăх çул суйласа илнĕ: кунсерен хĕçпăшал вут-çулăмĕ айĕнчи ентешĕсене хавхалантарма...

Андрей Владимирович салтак тивĕçне çĕршыв чиккисен хÿтĕлевĕнче пурнăçланă. Паян та округри пограничниксен «Щит Родины» пĕрлĕхĕн активисчĕсенчен пĕри. Пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, ку обществăлла организаци темиçе хутчен те СВО-ри тантăшĕсем патне гуманитари грузĕсене ăсатрĕ. Вĕсене пухма чи пысăк тÿпе хывакансен шутĕнче шăпах Андрей Иванов пулнă. Акă, çулла пĕрлехи пулăшăва пухнă чух вăл çутă генераторĕсем, ĕç инструменчĕсем туянса ярса панă. Хыççăнах СВО-ри ентешĕ патне хăватлă квадрокоптер ăсатма сахал мар укçа-тенкĕ хывнă.

Ятарлă çар операцине хутшăнакан тус-пĕлĕшĕсем ун патне тÿреммĕн тухни те пулать. Кун пек чухне те вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме майсем шырать вăл. Юлташĕпе, Муркаш каччипе, çыхăну тытнă май, акă, вăл службăра тăракан «Атăл» батальона 16 сунар пăшалĕпе пулăшма пултарнă. Вĕсем салтаксен позицийĕсене тапăнакан дронсене тĕп тума питех те меллĕ иккен. Пăшалсене Запорожье тăрăхне çитерме Пăрачкав каччи пулăшнă. Чăннипех те йывăр вăхăтра туслăх, пĕрлĕх мала тухать çав.

Хыççăнах çапăçу вырăнĕсене тепĕр 24 сунар пăшалĕ тата патронсем туянса ăсатнă Андрей Владимирович. Ку хутĕнче - Бахмут çывăхĕнче хÿтĕлевре тăракан ентешсем патне. Унтах çар машинисене тăшман хĕçпăшалĕнчен хÿтĕлеме кирлĕ тимĕр листасем те ăсатнă. «Тавах Росгвардин лицензи парассипе тимлекен сотрудникне Андрей Самолетова. Пăшалсене регистрацилессине, СВО зонине яма документсем хатĕрлессине вăл пĕтĕмпех хăй çине илчĕ», - палăртрĕ Андрей Иванов.

Тĕрĕссипе, çар çыннисене çăмăл килменнине, тăван тăрăхран тĕреве туйни мĕнле хавхалантарнине вăл сăмахпа мар пĕлет. Ку тăрăха грузсене çитерессине хăй те хастар хутшăнать. Нумаях пулмасть кăна-ха Хусантан тухнă колонна йышĕпе вăл хĕрÿ хирĕçтăрусем пыракан Курск енне хĕçпăшал турттарса кайнă.

Салтаксене пулăшни паян питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çакна Андрей Владимирович хăйĕн тивĕçĕ тесе шутлать. Енчен унăн шухăш-пуçарăвĕсене йышăнакансем, ырă ĕçе пĕрле хутшăнма кăмăллисем пур пулсан çума-çумăн тăрăшма яланах хавас. Ушкăнпа ентешсемшĕн тата пысăкрах ĕçсем тума пулĕ. Унпа çыхăнас текенсем 89373949656 номерпе шăнкăравлама пултараççĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика