Ĕçре те сатур, пурнăçра та маттур

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.11.2024, 13:43 Просмотров: 21

Пур енлĕ маттур: ĕçре те тăрăшуллă, обществăлла пурнăçра та хастар. Çакăн пек хак пама пулать Вăрнарти çĕвĕ фабрикин ĕçченĕсене.

Кунта пĕтĕмпе 130 хĕрарăм тăрăшать. Вĕсем чи малтанах – аннесем, асанне-кукамайсем, пулас амăшĕсем. Паллах, яваплă ĕçченсем те. Кунне мĕн чухлĕ шăлавар-пиншак çĕлеççĕ маттурсем! Ку обществăн таварне çĕршывăн тĕп хулинче пурăнакансем те хапăлласа туянаççĕ.

Производствăпа ку эрнере округри Хĕрарăмсен канашĕн тата «Женский взгляд» клубăн членĕсем те курса тĕлĕнме пултарчĕç. Çĕвĕ машинисем пĕр тикĕссĕн ĕçлени асамлă кĕвве çаврăннăн туйăнчĕ. Ку отрасльти технологисем те халĕ малалла кайнă. Унчченхилле лекалăсене алăпа касса лармаççĕ, çакна йăлтах компьютер пурнăçлать. Ĕç условийĕсем те аван.

Амăшĕн кунне халалланă ăшă тĕлпулу çĕвĕçсен чунĕнче те ырă йĕр хăварни палăрчĕ. Пухăннисене округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова, хĕрарăмсен юхăмĕсен ертÿçисем Надежда Васильевапа Нелли Стеклова, Ашшĕсен канашĕн ертÿçи Эдуард Орешкин саламларĕç, пурнăçри активлă позицишĕн тав турĕç.

«Санар» ушкăнăн купăсçăсен ансамблĕ, Валентина Абакумова илемлĕ номерсемпе кăмăлсене çĕклерĕç. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Тамара Терентьева чуна хумхантаракан сăвăсем вуларĕ.

Мероприяти йĕркипе коллективри СВО салтакĕсен амăшĕсене парнесемпе хавхалантарчĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика