Профсоюз коллективсен прависене хÿтĕлет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.12.2024, 13:50 Просмотров: 204

Кирек мĕнле йывăрлăха та пĕрле çĕнтерме, çивĕч ыйтусене татса пама чылай çăмăлрах. Пĕрлĕхре вăй, теççĕ.

Профсоюзсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Вĕсем Чăваш ен экономикипе социаллă сферине аталантарас ĕçе хăйсен тÿпине хывакан предприяти-организацисен мĕнпур ĕçченне пĕрлештереççĕ.

Çак эрнере Вăрнарти ача-пăча искусство шкулĕнче Пĕтĕм Раççейри культура ĕçченĕсен профсоюзĕн Вăрнар территорийĕнчи организацийĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ.

Мероприятие культура ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри комитечĕн председателĕ Светлана Демидова, делегатсем, социаллă партнерсем хастар хутшăнчĕç.

Пилĕк çулта мĕнле тăрăшнине Вăрнарти территори организацийĕн председателĕ Татьяна Ильина тишкерчĕ. Профсоюзсем калама çук пысăк тивĕçе пурнăçланине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ, вĕсем граждансен прависемпе интересĕсене хÿтĕлеççĕ, лайăх ĕç условийĕсем йĕркелес, ĕç укçин тивĕçлĕ шайне çирĕплетес тата пурнăç пахалăхне лайăхлатас енĕпе тăрăшаççĕ, социаллă гарантисене пăхăннине тата вĕсемпе тивĕçтернине асăрхаса тăраççĕ.

Комитетсен çак тапхăрти ĕçĕ-хĕлĕпе Инга Свечкина паллаштарчĕ.

Палăртмалла, профсоюз ĕç коллективĕпе организаци ертÿлĕхне çыхăнтаракан чи пĕлтерĕшлĕ сыпăк шутланать. Профсоюз организацийĕсен хастарĕсем коллективсен çивĕч тăракан ыйтăвĕсене çĕклеççĕ. Профсоюз комитечĕ коллектив ячĕпе ĕçпе тивĕçтерекенпе коллективлă договор хатĕрлет, ăна пурнăçланине тăтăшах тĕрĕслет.

- Яваплăха туйса тимленĕшĕн, ĕç çыннисен прависене пăхăнассине тивĕçтерекен пĕрлехи ĕçе хастар хутшăннăшăн сире чун-чĕререн тав тăватăп, çитĕнÿсем, телей тата мĕнпур лайăххине сунатăп, - терĕ культура ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри комитечĕн председателĕ Светлана Демидова.

Вăл профсоюз чăннипех те пысăк задачăсене татса парассипе тимленине каларĕ, коллективри лару-тăрăва лайăхлатма пулăшнине те палăртрĕ. Çавăн пекех профсоюз комитетне пула учрежденисенче тăрăшакансем професси ĕçĕнче пĕрлехи тĕллевсене пурнăçлаççĕ кăна мар, пушă вăхăта та кăсăклă ирттереççĕ.

«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн пĕтĕм коллективĕ профсоюз организацийĕнче тăрать, ыттисене тĕслĕх кăтартать.

Пархатарлă тивĕçсене пурнăçлакансем хисепрех. Пичет отраслĕнче тухăçлă ĕçленĕшĕн, професси ăсталăхĕшĕн, социаллă ĕçтешлĕхĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн тĕп редакторне Светлана Чикмяковăна Раççейри культура ĕçченĕсен профсоюзĕн Хисеп грамотипе чысларĕç.

Профсоюзăн ытти активлă членĕсен тăрăшулăхне те палăртрĕç, вĕсем те наградăсене тивĕçрĕç. Хастарсем культура ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри комитечĕн Хисеп грамотине илчĕç. Ят-сума тивĕçнисем хушшинче хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем Оксана Семенова редакторпа Марина Сергеева менеджер та пулчĕç.

Делегатсем культурăра тăрăшакансен профсоюзĕн Вăрнарти территори комитечĕн председателĕн тивĕçне пурнăçлама Татьяна Ильинанах шанчĕç, вăлах республикăри конференцие те хутшăнĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика