Владимир Путинăн тăватă сехет çурăна тăсăлнă тÿрĕ линипе пĕрлешнĕ пресс-конференцийĕ кăçал та чылай çивĕч ыйтăва хускатрĕ, тĕрлĕ сферăна пырса тиврĕ. Ыйтусем вара сахал мар. Тĕрлĕ площадкăсем урлă Путин патне пĕтĕмпе 2 миллион ытла ыйту килнĕ. Вĕсене нейросеть пулăшнипе темăсем тăрăх уйăрнă. «Вĕри» ыйтусен шутĕнче - çурт-йĕр, коммуналлă тивĕçтерÿсем, сывлăх сыхлавĕ, апат-çимĕç хакĕ, çул-йĕр, политика ыйтăвĕсем тата ыттти те.
Ятарлă çар операцийĕ те тĕп темăсен шутне кĕчĕ. Курск облаçĕнчи лару-тăрăва тишкерчĕç. «Тытса илнĕ территорисене хăçан ирĕке кăларĕç/» - пулчĕ ыйту. «ВСУ-на кунтан хăваласа кăларĕç - урăхла пулма пултараймасть. План пур. Анчах та çав датăра тесе калама çук», - терĕ Владимир Путин. Вăл фашистсемпе кĕрешекенсене тав турĕ. СВО участникĕсемпе тăтăшах хутшăннине палăртрĕ. «Халĕ фронтăн мĕнпур линийĕнче малалла куçатпăр, пирĕн салтаксем территорисене километршар тавăрса пыраççĕ. Каччăсем паттăрла çапăçаççĕ. Раççейĕн Хĕçпăшаллă Вăйĕсен речĕ ÿссех пырать»,- терĕ вăл.
Украинăпа мирлĕ килĕшÿ тăвасси пирки те кăсăкланчĕç журналистсем. «Политика - компромиссен искусстви. Эпир вĕсем патне хатĕр»,- терĕ вăл. В.Путин: «Раççее вăхăтлăх мирлешÿ мар, мир кирлĕ». Ун сăмахĕсемпе, Кремль сахалтан та виçĕ хутчен темиçе кунлăха çар ĕçĕсене чарма ыйтнă, анчах та Киев килĕшмен. Сăмахран, Орбан Раштав перемирине тума сĕннĕ - Путин шухăшлама килĕшнĕ. Зеленский вара хирĕçленĕ.
СВО тĕлĕшпе калаçу чылай пулчĕ. «СВО пынă вăхăтра Путинра мĕн улшăннă/» Ку ыйту çĕршыв ертÿçине хумхатни сисĕнчĕ. «Юлашки виçĕ çул çĕршывшăн та, маншăн та тĕрĕслев пулчĕ. Эпĕ сахалрах шÿтлеме пуçларăм тата пачах та тенĕ пек кулмастăп»,- пĕлтерчĕ Владимир Владимирович. Хăй туллин телейлĕ пуласси каччăсем фронтран таврăнмасăр та пурнăçланмассине каларĕ.
Президент ял хуçалăхĕ Раççей экономикин тĕп отраслĕ пулнине палăртрĕ. Отрасль лайăх аталанать – çулталăкне 3 процент ÿсĕмпе. Тĕнче рынокĕнче апат-çимĕç экспорчĕпе виçĕ пысăк çĕршыв йышне кĕретпĕр, тулăпа – пĕрремĕш. СССР-ăн каярахри çулĕсенче çулталăкне 35 миллион тонна тырă кÿрсе килнĕ. Иртнĕ çул Раççейрен 60 миллион тонна экспорт ăсатнă.
Пурне те пăшăрхантаракан ыйтусем те çĕкленчĕç. Президент çемье ипотекин условийĕсене улăштаракан банксен политикипе кăмăлсăррине палăртрĕ. Çавна пула чылайăшĕ çăмăллăхсемпе усă кураймасть. «Киревсĕрлĕх! Нимĕнле лимит та пулмалла мар!»- терĕ вăл.
Мушенниксем ытлашши пуçтахланса кайни Путина та килĕшмест. «Банксен кредит уйăриччен çын ăна тÿлеме пултарассине тĕрĕслемелле, - терĕ вăл телефон аферисчĕсенчен шар курнă пенсионеркăн ыйтăвне хуравласа. - Хальхи лару-тăру сисчĕвлентерет. Шулĕксен ултавĕ ытла та пысăк. Украина мушенникĕсем Раççей гражданĕсенчен 250 миллиард ытла тенкĕ йăкăртнă. Онлайн мелпе 50 пин таран кăна кредит памалла, анчах та 200 пин таран пулсан хăть темиçе сехетлĕх те пулин шутлама ирĕк памалла, ку суммăран пысăкрах пулсан - темиçе кунлăха тăсмалла». Питех те лайăх пулмалла та - çынсем те сахалтарах шар курĕччĕç...
Пирĕн республика журналисчĕсем те Юлия Важенинапа Элтияр Александров пресс-конференцие хутшăнчĕç. Анчах та вĕсен Президента тÿреммĕн ыйту пама май килмерĕ. Анчах та Чăваш ен ячĕ урăх сăлтавпа çыхăнчĕ. Эфирта пирĕн республикăра пурăнакан Татьяна Прохорован çырăвне вуласа пачĕç: Президентăн банк хывăмĕ пур-и/ «Малтанах Сбер-та хывăм пурччĕ. Ман шутпа вăл сыхланса юлнă. Кайран вара «Россия» банк санкцие лексен, курăмлă пултăр тесе хамăн укçана унта куçартăм», - терĕ вăл.
Владимир Путин ытларах çывăх çынсемпе юнашар пулма ыйтрĕ. Пĕтĕм Раççее хăйĕн çемйи пек йышăннине пĕлтерчĕ. «Тĕрлĕ конфессисен представителĕсемпе тĕл пулнă май, кашнинчех вĕсем пурнăçра мĕншĕн ÿпкелешни пирки ыйтатăп. Пĕлетĕр-и, çынсем нумай чухне ачисене сахалрах тимлĕх уйăрнине пĕлтереççĕ», - терĕ вăл.
Президент пуласлăха ырă шухăшсемпе утма сунчĕ, малашлăх пирки ялан шухăшламалла, терĕ...
Светлана ЧИКМЯКОВА
Январь 2025 |