Ĕçлекен пенсионерсен те ÿсет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 21.01.2025, 14:09 Просмотров: 29

Раççей Социаллă фончĕн Чăваш енри уйрăмĕ январĕн 1-мĕшĕн-чен ĕçлекен пенсионерсен пенсине индексацилет. Ĕçлекен пенсионерсен пенсине 2016 çултанпа индексацилемен. Халĕ лару-тăру улшăнчĕ. Январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса индексацие тавăрчĕç. Халĕ ĕçлекен пенсионерсем те ĕçлеменнисем пекех çулсеренхи ÿсĕмех тивĕçĕç. Паллах, уйрăмлăхсем пур.

Президент 2024 çулта алă пуснă улшăнусемпе килĕшÿллĕн ĕçлекен пенсионерсен пенсийĕ ĕçлеменнисен тÿлевĕпе танах индексациленет. Ку таранччен пенсионер индексацие ĕçлеме пăрахнă хыççăн кăна илме пултарнă. Халĕ вара Раççейри Социаллă фондăн Чăваш енри уйрăмĕ пур пенсие те тивĕçлĕ канури çын ĕçленине пăхмасăрах индексацилет. Анчах тÿлев виçи вĕсен пĕр пек пулмасть.

Пенси хăпарнин уйрăмлăхĕ çакăнта: индексаци халĕ паракан пенсие мар, унăн ĕçленĕ тапхăрти пур индексацине те шута илекен çирĕплетнĕ виçене пырса тивет.

Индексаци шайĕ халĕ ĕçлекен пенсионер илсе тăракан пенси виçинчен мар, вăл ĕçлемен пенсионер пулнă пулсан ун чухне хăйне тивĕçме пултарнă пенси виçинчен шутланать. Тĕслĕхпе çирĕплететпĕр. Акă, ĕçлекен пенсионер халĕ уйăхне 19 527,94 тенкĕ илсе тăрать тейĕпĕр. Ĕçлемен пенсионер пулнă пулсан вăл 36 351,59 тенкĕ илсе тăнă пулĕччĕ. 2025 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчи индексаци 7,3 процентпа танлашать. Индексацие 36 351,59 тенкĕрен ?пĕтĕм индексацие шута илсе% шутлаççĕ. Çапла вара ĕçлекен пенсионерăн пенсийĕ уйăхне 2 653,11 тенкĕ ÿсет ? 36 351,59 тенкĕрен 7,3 проценчĕ%. Алла 22 181,05 тенкĕ ?19 527,94 тенкĕ Ç 2 653,11 тенкĕ% илме пуçлать. Çакă индексацие пенсионер хăй ĕçленĕ чухне илеймен тÿлевсене шута илсе пурнăçлаççĕ, пенсине вара 2025 çулхи индекс шучĕпе тÿлеме пуçлаççĕ.

Пенсионер ĕçлеме пăрахсан 2025 çулхи индексаци тÿлевĕ çумне тата хăпарнă пенсие илме пуçлать, унăн виçине çын ĕçленĕ вăхăтра индексаци илменнине пурне те шута илсе палăртаççĕ. Çапла чи пысăк прибавкăна маларах ĕçрен пăрахнисем илме пуçлаççĕ. Тÿлев вара пурин те ÿсет.

Ĕçлекен пенсионерсен пенсине каллех индексацилесси страхлав пенсине тата ытти социаллă тÿлевсене пырса тивет. Вăл шута инвалиднăçпа тата тăрантаракана çухатнипе паракан пенси те кĕрет.

Ĕçлекен пенсионерсен индексацийĕ çумне августра ÿстернĕ тÿлев хушăнать. Ăна Раççейри Социаллă фондăн Чăваш енри уйрăмĕ çулсеренех ĕçпе тивĕçтерекенсенчен ĕçлекен пенсионерсемшĕн килекен страхлав тÿлевĕсене кура ирттерет.

Чылайăшне аслă çулхисене пăхнишĕн паракан 1200 тенкĕ компенсаци тÿлевĕпе çыхăннă ыйту кăсăклантарать...

2025 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен 1-мĕш ушкăнри хевтесĕр çынсене тата 80 çултан иртнисене пăхакан ĕçлеме пултаракан граждансене уйăхсерен паракан тÿлеве пама пăрахаççĕ. Укçана фонд хăй тĕллĕнех 1-мĕш ушкăнри хевтесĕр çынсен тата 80 çултан иртнисен пенсийĕ çумне хушса парать.

Енчен те 2025 çулта гражданин кама та пулин пăхать пулсан, унăн çакна клиент службинче заявлени çырса çирĕплетмелле. Ун хыççăн вăл пăхнă тапхăра ИЛС-ра ?харпăр хăй счечĕ% шута илеççĕ. Енчен те асăрхакан çын тата пулăшу илекен уйрăм пурăнаççĕ пулсан, пулăшу илекенрен е унăн саккунлă представителĕнчен чăннипех те пулăшу пани çинчен тата çакă хăш тапхăрта пулни çинчен çырса çирĕплетни кирлĕ. Ăна илме май килмесен ?пулăшу илекенĕ вилнĕ пулсан е чире пула% çемьере пурăнакансем çырса параççĕ.

2025 çулта Социаллă фонд енĕпе ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсем валли çĕнĕлĕхсем пур-и/

Чăнах та, ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсем Социаллă фондăн реабилитаци центрĕсенче сывлăха çирĕплетме пултараççĕ. Медицина реабилитацийĕпе тата санаторипе курорт сиплевĕ енĕпе Фонд çумĕнчи реабилитаци центрĕсенче демобилизациленĕ СВО салтакĕсем пулăшу илме пуçлаççĕ. Раççейри Социаллă фондăн Чăваш енри уйрăмĕ ятарлă çар операцине хутшăнакана сиплев тапхăрĕ вăхăтĕнче харпăр хăй пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Реабилитаци тапхăрĕ 25 кунпа танлашать. Санаторипе курорт сиплевĕ 21 кунччен пырать, унпа çулталăкра пĕр хутчен усă курма юрать.

Реабилитаци центрĕсене янă чухне ветеранăн сывлăхĕ çинчен калакан медицинăпа социаллă экспертиза кăтартăвĕсене шута илеççĕ. Енчен те вăл тĕрĕслев витĕр тухнă, анчах та инвалиднăç çук пулсан реабилитаци центрĕнче диагностика ирттерсе сиплев курсне палăртаççĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакан Раççей Геройĕ е 1-мĕш ушкăнри инвалид пулсан, Социаллă фондăн реабилитаци центрне черетсĕрех сывалма кайма пултарать. Заявление клиент службинче е МФЦ-ра çырма май пур. Февральтен Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕ урлă та çакна тума пулать. Ун тăрăх специалистсем йышăнăва икĕ кунта палăртаççĕ тата пĕр кунта çыракана пĕлтереççĕ.

Енчен те çемье ытти регионтан Чăваш ене куçса килнĕ е регионтан тухса кайнă пулсан пĕрлехи пособие илме ăçта пурăннине çирĕплетмелле-и/

Кун пек чухне пурăнмалли вырăн улшăнни çинчен Раççейри Социаллă фондăн уйрăмне пĕлтермелле. Пособи илмелли ирĕке, çавăн пекех унăн виçине конкретлă регионти пурăнмалли чи пĕчĕк виçе тăрăх палăртаççĕ. Пособие малашне те илсе тăрас тесен ашшĕ-амăшĕн çĕнĕ вырăнти клиент службинче заявлени çырмалла.

Фонд çемье çинчен даннăйсене патшалăх информаци тытăмĕ урлă уçăмлатать. Ашшĕ-амăшĕ налук тÿлесе тăракан регион çинчен е, тĕслĕхрен, ĕçсĕррипе пособи илни çинчен каланине тĕрĕслеççĕ. Çавăн пекех амăшĕ е ашшĕ пенси е комуналлă пулăшусемшĕн тÿленин çăмăллăхĕсене ăçта илнине шута илеççĕ. Кунсăр пуçне ăçта пурăннине социаллă контракт çырни е нумай ачаллă çемье статусне илни çинчен калакан даннăйсем çирĕплетеççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика