Çула çитменнисене алкогольлĕ продукцие сутма юраманнине пĕлмен сутуçă çук ĕнтĕ. Анчах хăшĕ-пĕрисем çамрăксене эрех-сăра тыттарса яма çавах именмеççĕ.
Вăрнар поселокĕнчи лавккара ĕçлекен пĕр хĕрарăм та çак сăлтавпа йĕрке хуралçисен тимлĕхне лекнĕ. Çитменнине - пĕр хутчен кăна та мар. Çавăнпах, саккуна пăхăнманшăн, унăн суд тенкелĕ çине ларма тивнĕ. Район сучĕ 55-ри Вăрнар хĕрарăмне Уголовлă кодексăн 151.1-мĕш статйипе айăплă тесе йышăннă.
Республика прокуратурин информацийĕ тăрăх, ку лавкка ĕçченне çула çитменнисене алкогольлĕ шĕвексене сутнăшăн пĕлтĕрхи май уйăхĕнчех административлă явап тыттарнă пулнă. Çакă ăна ниме те вĕрентмен курăнать. Апат-çимĕç лавккинче тăрăшаканскер, ноябрь уйăхĕнче каллех çула çитмен туянакана алкоголь продукцине парса янă. Суд ларăвĕнче хĕрарăм хăй саккуна пăснине тунман, айăпне те йышăннă, ÿкĕннине те пĕлтернĕ.
Суд, пĕтĕм материала тишкерсе, хĕрарăм тĕлĕшпе виçĕ уйăхлăх юсану ĕçĕсене палăртнă. Унсăр пуçне шалу та катăлать - ĕç укçин 5 процентне патшалăх тупăшне памалла.
Хамăр инф.
Апрель 2025 |