Ачасен апатланăвĕ - тĕрĕслевре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.02.2025, 11:17 Просмотров: 156

Вĕрентÿ учрежденийĕсенче ачасене пĕтĕм нормăсемпе требованисене пăхăнса пахалăхлă апатпа тивĕçтермелле. Çак ĕçе мĕнле йĕркеленине прокуратура сотрудникĕсем кулленхи тимлĕхре тытаççĕ.

Ку сферăри тивĕçтерÿсен шайĕ юлашки вăхăтра самай лайăхланни курăнать пулсан та, йĕркене пăснă хăшпĕр тĕслĕхсем пурпĕрех пур-мĕн. Чăваш ен прокуратури вĕсене Вăрнар округĕнчи икĕ шкулта та тупса палăртнине пĕлтерет.

Сăмахран, пĕр шкулта апатланăва йĕркеленĕ чух маринадланă хăярпа усă курнă. Унта ачасене юраман уксус кислоти пур. Тепĕр шкулта вара холодильникре пахалăхсăр чăх тушкисем упраннине тупса палăртнă. Вĕсен усă курмалли вăхăчĕ иртсе кайнă пулнă.

Каламалла, муниципаллă контрактсем тăрăх ку шкулсенче ачасен апатланăвне йĕркелес тивĕçтерÿсене уйрăм предприниматель кÿрет. Апла пулин те апатлану тĕрĕслевĕшĕн вĕрентÿ организацийĕсем яваплă.

Çавăн пекех прокуратура тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче пĕр шкулта тепĕр çитменлĕхе те палăртнă. Хăшпĕр чухне кунта сывлăх тĕлĕшĕнчен хевтесĕр ачасене тивĕçекен укçан компенсацие вĕсен саккунлă представителĕсене сроксене пăсса тÿленĕ, пĕлтерет Чăваш Республикин прокуратурин пресс-служби.

Ку çитменлĕхсене пĕтерме тата вĕсене малашне асăрхаттарма хушса вĕрентÿ организацийĕсен ертÿçисем ячĕпе представленисем тăратнă. Уйрăм предпринимателе вара прокуратура йышăнăвĕпе Раççей КоАП-ĕн 6.6-мĕш статйипе административлă явап тыттарнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика