Республикăна тухиччен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.02.2025, 11:24 Просмотров: 133

Округри шкулсенче вĕренекенсем волейбол вăййине килĕштерни куçкĕрет. Ку енĕпе иртекен ăмăртусене те вĕсем хастар хутшăнаççĕ.

Ак, иртнĕ эрнере Шкул волейбол лигин чемпионатĕнче пĕтĕмпе вунпĕр команда тупăшнă.

Вăйăсем яланхиллех вăйлă кĕрешÿре иртнĕ. Кашни командах пысăк ăсталăхлă, çивĕч пулнипе çыхăннă çакă.

Арçын ачасем хушшинче уйрăмах Кÿстÿмĕр шкулĕн команди пĕрлĕхлĕ вăйă кăтартнă. Вĕсем 1-мĕш вырăна тухнă. Маттур ушкăнра - Никита Токунов, Иван Савинов, Александр Сотников, Егор Ерлыгин, Матвей Токунов, Леонид Семенов, Алексей Садретдинов тата Егор Токунов.

Иккĕмĕш вырăнта Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул команди, виççĕмĕшĕнче - Калинино шкулĕ.

Хĕрачасенчен чи хастаррисем - Вăрнарти 1-мĕш шкулта вĕренекенсем: Даниэла Емельянова, Екатерина Николаева, Анна Петрова, Мария Шуркина, Анастасия Абросимова, Анна Дмитриева, Диана Ермошкина, Ксения Паймулкина тата Ульяна Ильина.

Кĕмĕл призерсем - Кÿстÿмĕр шкулĕн хĕрĕсем. Бронзăна илнисем - Çĕрпел шкулĕн команди.

Çĕнтерÿçĕ-командăсем февраль вĕçĕнче республика шайĕнче ăмăртма тытăнĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика