Йĕлтĕрсене хатĕрлĕр!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.02.2025, 11:26 Просмотров: 129

Çитес шăматкун, февралĕн 8-мĕ-шĕнче, Вăрнарта «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă чупу иртет. Çавна май округ администрацийĕнче Надежда Никандрова пуçлăх ертсе пынипе йĕркелÿ ларăвĕ иртрĕ.

Надежда Никандрова трассăна çирĕп тĕрĕслеме ыйтрĕ. Йĕлтĕр йĕрĕ çине усăнакан туратсене, çĕрĕшнĕ йывăçсене касмаллине асăрхаттарчĕ. Çавăн пекех тĕп вырăна хăрушсăрлăх ыйтăвĕ те тухрĕ. Унпа тивĕçтерес тĕлĕшпе полици ĕçченĕсемсĕр пуçне волонтерсем, халăх дружинин представителĕсем пулăшĕç.

Автотранспорта лартасси, йĕлтĕрçĕсене финиш хыççăн вĕри чейпе сăйласси тата ытти хатĕрленÿ ĕçĕсене сÿтсе яврĕç.

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» кăçал та «Рассвет» физкультурăпа спорт комплексĕ çумĕнчи вăрманта пулать. Стартсем çынсен ÿсĕмне кура 1 тата 2 километрлă дистанцисенче иртĕç. Вĕсем 11 сехетре пуçланаççĕ.

Йĕлтĕр спорчĕ - сывлăхшăн çав тери усăллă тĕс, вăл чылай мышцăна хускатать. Массăллă чупăва ăмăртас тĕллевпе кăна мар, уçăлмалла ярăнма та хутшăнма юрать.

Ăмăртура тĕл пуличчен!

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика