Тĕп редакторпа - зарядкăна!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.02.2025, 11:28 Просмотров: 160

Вĕрентÿ учрежденийĕсенче «çăлтăрпа» зарядка ирттересси йăлара. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие паллă çынсем - спортсменсем, журналистсем, волонтерсем, ветерансем, хастар студентсем тата ыттисем - хутшăнаççĕ. Пурте кăмăллакан акци - «çăлтăрпа» йĕркелекен зарядка - çулран-çул анлă сарăлса пырать.

Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти 2-мĕш «Б» класра вĕренекенсем патне те ку эрнере сумлă хăна çитрĕ. «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ, «ГТО» ылтăн паллине тивĕçнĕ Светлана Чикмякова ачасемпе ирхи зарядка ирттерчĕ. Хаваслă кĕвĕ-çемĕ янăраса кайсанах тĕп редактор ертсе пынипе вĕренекенсем вăй-хала çирĕплетекен хусканусен комплексне пурнăçлама тытăнчĕç. Ачасемпе пĕрле класс ертÿçи Алина Николаевна Наумова та зарядка турĕ. Пĕрле мероприятисене хутшăнни ăрусем хушшинчи туслăха çирĕплетет. «Тепре килетĕр-и пирĕн пата/» - кăсăкланса ыйтрĕç ачасем тĕп редактортан.

Светлана Валериевна вĕренекенсене ирхи зарядкăна килте те кашни кун тумаллине асилтерчĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, спортпа туслашни çирĕп вăй-халлă пулма пулăшнине палăртрĕ. Иккĕмĕш класра ăс пухакансене зарядкăна хавхаланса хутшăннăшăн мухтарĕ. Вăй-хăват хушать, кăмăла çĕклет ирхине хусканусем туни. Çакăн пек мероприятие «Çăлтăрпа пĕрле зарядка» республика проектне пурнăçласа ирттереççĕ.

Тĕп редакторпа тĕлпулу вĕçленмерĕ-ха. Столовăйĕнче апатланнă хыççăн ачасем класа пухăнчĕç. Вĕсен профессиллĕ журналистпа тĕплĕнрех калаçма май тупăнчĕ. Светлана Валериевна вĕренекенсенчен район хаçачĕ мĕнле ятпа тухнине ыйтсан чи малтан Елизавета Иванова тĕрĕс хурав пачĕ. «Çĕнтерÿ çулĕ», - терĕ вăл хăвăртах. «Хаçата пирĕн асанне те, кукамай та çырăнса илеççĕ», - çакăн пек хуравсене илтме тÿр килчĕ ытти ачапчаран. «Çĕнтерÿ çулĕн» историйĕ, пичет кăларăмĕ мĕнле тухни вĕренекенсене хытах кăсăклантарчĕ.

60 çул ытла каялла тухнă хаçат номерне те, маларах усă курнă фотоклишесене те тытса пăхрĕç ачасем. Вĕсем анлă тавракурăмлă пулни палăрчĕ. «Олег Николаев!» - терĕç, акă, ачасем хаçатăн пĕр номерĕн калăпне пăхса. Республика, çĕршыв ертÿçисене пĕчĕкренех пĕлни аван.

Вăрнар район хаçачĕ республикăри аслă пичет изданийĕсенчен пĕри. Шăпах 1930 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче унăн пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнă.

- «Çĕнтерÿ çулĕ» - тăван хаçат. Нумай çул Вăрнар тăрăхĕнчи тĕп пулăмсем, мухтавлă çынсем, тĕрлĕ отрасльсен аталанăвĕ çинчен пĕлтерсе тăрать. Кашни çĕнĕ кăларăма чăтăмсăррăн кĕтетĕп, - пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне 2-мĕш «Б» класс ертÿçи Алина Николаевна. - Хальхи саманара хыпара тĕрлĕ интернет-çăлкуçсенчен пĕлме пулать-ха, анчах та «Çĕнтерÿ çулне» çавах алла тытса вулас килет. Ара хаçатра кирек мĕнле пулăма та статьясенче тĕплĕнрех çутатма тăрăшаççĕ.

Вĕрентекен те, çамрăк ăру та «Çĕнтерÿ çулĕпе» интересленни редакци коллективне савăнтарать. Светлана Валериевна ачасене хаçатпа çывăхрах туслашма йыхравларĕ, хастарсене сăвă е калав çырма сĕнчĕ. Паллах, ÿкерчĕксемпе сăнÿкерчĕксене те хапăлласах йышăннине палăртрĕ. Ачасен пултарулăхне редакци ушкăнĕ тивĕçлипе хаклĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика