Ĕнер Чăваш ен Пуçлăхĕ республикăн Патшалăх Канашне Çырупа тухрĕ
Олег Николаев пурнăçланă ĕçсем тата малашлăх планĕсем пирки каларĕ, пурнăçламалли ĕçсем тĕлĕшпе министерствăсене пысăк яваплăха туйма ыйтрĕ.
Чăваш ен унчченхи наци проекчĕсене пурнăçлассипе тухăçлă ĕçленĕ. «Халĕ çĕнĕ проектсене те тĕплĕн пурнăçласшăн. 2020-2024 çулсенче регионти вал продукчĕ ?ВРП% 1,8 хутран та ытларах ÿсрĕ. Республика бюджечĕн харпăр хăй тупăшĕ 2,1 хут пысăкрах пулчĕ. Бюджета килекен укçан пĕтĕмĕшле суммине пăхсан вĕсен пайĕ 58,8:-ран 68: таран ÿсрĕ. Урăхла каласан, бюджета килнĕ кашни тенкĕрен 68 пусне эпир хамăр ĕçлесе илнĕ. Ку вăл – регионăн экономика аталанăвĕн стратегийĕ лайăх ĕçлени, промышленноç политикине пурнăçлани, агропромышленноç комплексне пулăшни», – терĕ Олег Николаев.
Юлашки 5 çулта сывлăх сыхлавĕн 191 объектне çĕнĕрен тунă тата юсаса çĕнетнĕ.
Вĕсем – çĕнĕ поликлиникăсем, пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн офисĕсем, тухтăр амбулаторийĕсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем тата ытти инфраструктура. Вĕсенчен 207 объекта «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшyллĕн тунă, 84-шне – республика бюджечĕн шучĕпе. Вăрнар округĕнче те пĕлтĕр çĕнĕ медицина объекчĕсем çĕкленчĕç.
Вĕренÿ отраслĕнче 9 шкул çĕкленĕ, 111 шкула, 38 ача садне, 3 техникума, 94 шкулти спорт залне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ.
Республикăри 452 объекта строительство, юсав ĕçĕсем пырса тивнĕ, кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтернĕ. «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Уйкас Кипекре те пĕлтĕр çĕнĕ культура çурчĕ уçăлчĕ.
Ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем çак самантра та тăшманпа кĕрешеççĕ. Хăшĕсем Тăван çĕршыва хÿтĕлесе паттăррăн пуç хунă. Вĕсем нихăçан та пирĕн асран каймĕç. «Ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисене пулăшупа тивĕçтерсех тăрăпăр», - терĕ Олег Николаев.
Çĕршыв Президенчĕ 2030 çулччен пурнăçлама çĕнĕ тĕллевсем лартнă май, 2030 çулчченхи Социаллă-экономика аталанăвĕн комплекслă программине ырланă. Ку документ – стратегисен стратегийĕ, мĕншĕн тесен унта 25 отрасль стратегине палăртнă. Хальлĕхе пурне те çирĕплетмен-ха, анчах вĕсене шута илнĕ ĕнтĕ, терĕ Олег Николаев.
Регион Пуçлăхĕ çемьесене пулăшасси, ача çураласлăха ÿстересси, сывлăха çирĕплетесси тĕлĕшпе çĕнĕ проектсемпе шухăшсем пурнăçа кĕрессине палăртрĕ. Агропромышленноçри çитĕнÿсем çинче чарăнса тăчĕ. Аса илтеретпĕр, пирĕн округра хăмла çитĕнтерессипе пысăк мегапроект пурнăçланать.
Кăçал Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулне уявланă май, вăрçă участникĕсене, инваличĕсене, блокадăри Ленинградра пурăннисене, концлагерьсен çула çитмен узникĕсене, тăлăх салтак арăмĕсене укçан хавхалантарасси пирки каларĕ. «Вăрçă ачисем» категорине кĕрекенсен тÿлевне 5 пин тенке çитерессине пĕлтерчĕ...
Çыру саманчĕсемпе çывăх номерсенче те паллаштарăпăр.
Апрель 2025 |