Чĕлĕм тĕпĕ те хăрушă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.02.2025, 11:31 Просмотров: 96

Пĕр пĕчĕк сигарет та пысăк инкек сăлтавĕ пулма пултарать. Асăрханусăр е ÿсĕрле чĕлĕм мăкăрлантарнă пирки кил-çурта çунтарса яни те, çынсем тĕтĕмпе наркăмăшланса вилнĕ тĕслĕхсем те тем чухлех. Анчах нумайăшне ытти çынсен йăнăшĕ ниме те вĕрентмест, сыхăрах пулма пачах та хистемест. Вăрнар поселокĕнче те сÿнтермен сигарета пулах ĕнтĕ нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансене килĕсенчен эвакуацилеме тивнĕ.

МЧС-ăн республикăри Управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ ытларикунхи каçхине Ленин урамĕнчи 2-мĕш çуртра çулăм тивсе илнĕ. Çак пăтăрмах тамбурта, подъезда кĕмелли алăк умĕнче пăрахнă сигаретран тухнă иккен. Çулăм кунта лартса хăварнă ача-пăча çунашки-кÿмине çавăрса илнĕ.

Вăл пысăк лаптăкра сарăлман пулин те, пилĕк хутлă çуртăн пусма тăваткалĕ тĕтĕмпе хăвăртах тулса ларнă. Сакăр çын урама хăйсем тĕллĕнех тухнă. Тепĕр çынна тата саккăрти ачана вара МЧС сотрудникĕсем эвакуациленме пулăшнă. Çăлавçăсем çулăма хăвăртах путлантарма пултарнă.

Сигарет туртнă чух асăрханусăр пулни - пушарсен чи анлă сарăлнă сăлтавĕсенчен пĕри. Инкек-синкек ан тухтăр тесен пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалла:

Вырăн çинче выртса е кресло-диван çинче ларса туртассине йăлана кĕртмелле мар. Уйрăмах - эрех-сăра ĕçнĕ пулсан. Кун пек чухне çывăрса каясси хăвăрт. Сÿнмен сигаретран вара тумтир, сĕтел-пукан е урай çунма тытăнма пултарать.

Чĕлĕме сÿнтернĕ пулсан та çÿп-çап урнине ывăтма юрамасть. Унта хут е çунакан ытти япала пулсан хăвăртах тивсе илет.

Шăрпăк е сигарет тĕпне пăрахиччен вăл çунма тата тĕлкĕшме чарăннине тĕрĕслĕр.

Гаражра та ан туртăр. Автомобиль çывăххи тата хăвăрт хыпса илекен шĕвексем пулни пушар тухас хăрушлăха ÿстерет.

Килте автономлă пушар извещателĕ вырнаçтарсан лайăх, вăл хăрушлăх çинчен тÿрех пĕлтерĕ.

Шăрпăксемпе сигаретсем ача-пăча аллине лекесрен те асăрханăр.

Ан манăр: çулăмпа çăмăлттай пулни хăвăрăн тата ытти çынсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларать. Çакăнтан сыхланăр, яланах тимлĕ пулăр!

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика