Ĕçчен те маттур, хастар çынсем ял-йышра хисепре
- Пирĕн ял тăрăхĕнче тăрăшуллă çемьесем сахал мар, çемье бюджечĕ ÿстĕр тесе килти хушма хуçалăхсене аталантарма тăрăшаççĕ, выльăх-чĕрлĕх нумай тытаççĕ, - терĕ Калинино территори пайĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова.
Акă, Калинино салинче Николаевсен çемйи çулсеренех сурăхсемпе качакасен йышне ÿстерет.
Николай Петрович ветеринари врачĕ пулса нумай çул ĕçленĕ. Ĕç коллективĕнче хисепре пулнă, хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлас тесе тăрăшнă. Ял тăрăхĕнче пурăнакансем усракан выльăх-чĕрлĕхе сыватас тесе тĕллевлĕ ĕçленĕ. Районти ветстанци требованийĕсене вăхăтра пурнăçланă, чĕрчунсен чир-чĕрĕ сарăласран профилактика мероприятийĕсене ирттернĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура. Мăшăрĕпе кил хуçалăхне çирĕп тытаççĕ. Кашни куна усăллă ирттерме пĕлеççĕ. Хĕлле Николаевсен салхулăхпа кичемлĕх валли вăхăт çук.
Кăрлач уйăхĕнче ĕçченсен хуçалăхĕнче сурăхсем умлăн-хыçлăн пăранланă, тÿрех 15 пуç путек кун çути курнă. Кашни чĕрчунăн хăйĕн çемйипе пурăнма уйрăм вырăн пур. Сурăхсен йышĕ тата хушăнмалла.
Николаевсем чăх-чĕх ĕрчетессипе те çулленех тăрăшаççĕ.
Елена ГРИГОРЬЕВА
Апрель 2025 |