Чăваш ен Прокуратура ветеранĕсем тивĕçлĕ канура та хастарлăха чакармаççĕ. Нумай çул пухнă пуян опыта вĕсем çамрăк ĕçтешĕсемпе пайлаççĕ, куллен сĕнÿ-канаш парса саккунлăх хÿтĕлевĕнчи ăста специалистсем пулма пулăшаççĕ.
Çавăн пекех çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассине те активлă хутшăнаççĕ вĕсем, тăван республикăн аталанăвĕ-çĕнелĕвĕпе те кăсăклансах тăраççĕ.
Нумаях пулмасть республикăн Прокуратура ветеранĕсен Канашĕн делегацийĕ Вăрнарта пулнă. Чи малтанах вĕсем район прокуратуринче çамрăк ĕçтешĕсемпе тĕл пулнă. Хăйсем тĕрлĕ должноçре службăра тăнă вăхăта аса илнĕ, асăрхав ĕç-хĕлне пурнăçлассин вăрттăнлăхĕсене те каласа панă. Хальхи сотрудниксем çăмăл мар тапхăрта кăткăс задачăсене мĕнле çĕнтерсе пынипе те кăсăкланнă. Вĕсем умĕнче те паян саккунлăхпа йĕркелĕхе тĕрĕслесе тăрас тĕллевсем анлă. Хăйсем енчен пулăшса пырас тесе район прокуратурин çамрăк ĕçченĕсем çумне ветерансен йышĕнчен наставник та çирĕплетнĕ.
Профориентаци тата профилактика ĕçĕ йĕркипе вара интереслĕ тĕлпулу Вăрнарти 2-мĕш шкулта иртнĕ. Ветерансем аслă классенче вĕренекенсене прокурор профессине мĕнле лекнине кашни хăйĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетсе каласа панă. Вĕренекенсем те хăнасене, вĕсен саккунлăх хÿтĕлевĕнчи çул-йĕрĕ интереслентернине кура, ыйтусем чылай панă. Çавăнпа та ветерансем шкул ачисене ведомство вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухма Чăваш ен Прокуратуринче тĕллевлĕ направлени илме май пуррине ăнлантарнă.
Делегаци пирĕн округри ăнăçлă ĕçлесе пыракан предприятисенчен пĕринче - Вăрнарти типĕ сĕт заводĕнче те пулса курнă. Кунта çĕнĕ йышши производство оборудованийĕпе экологи енчен таса чĕртавартан сĕт-çу продукцийĕ хатĕрленипе паллашнă.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Апрель 2025 |