Пулăшу ÿсет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.02.2025, 13:50 Просмотров: 125

Гражданла общество институчĕсен кал-кал аталанăвне тата Чăваш енре пурăнакансен хастарлăхне шута илсе халăха тата общество организацийĕсене Республикăн 2030 çулччен йышăннă аталану программине пурнăçлама май килнĕ таран ытларах явăçтарни пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп.

Пĕтĕмĕшле илсен, республикăри общество организацийĕсен хастарлăхĕ çултан-çул ÿссе пырать. Вĕсем пурнăçлакан проектсене çынсем хапăл туса йышăнаççĕ. Чăваш Республикин Правительстви вĕсен ĕç-хĕлне пулăшу парассине ÿстерсе пырать, çав шутра грантсен шучĕпе те.

Социаллă инновацисене аталантарнă шайра 4 çулта социаллă тĕллевлĕ коммерциллĕ мар организацисен 170 проектне пулăшнă. Çавна пула çынсене кирлĕ тата усăллă сервиссем йĕркеленеççĕ. Тĕслĕхрен, виçĕмçулхи тата пĕлтĕрхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх «Гринев картти» проекта пурнăçланă шайра çемьеллĕ пурнăçра малтанхи утăмсем тăвакан çамрăк мăшăрсем валли çемье пурнăçĕпе паллашма май туса патăмăр. Пĕлтĕр те интереслĕ проектсем пулчĕç. Вĕсенчен ял çĕрĕнче хĕрарăмсен предпринимательлĕхне аталантарас тĕллевлĕ «Ял управçи» проекта тата çемье пултарулăхне, наци халăхĕн хăйнеевĕрлĕхне сарма тата сыхласа упрама пулăшакан «Пĕрле туслă çемье» проекта асăнма пулать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика