Анне ют çын пулса тăрсан...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.03.2025, 11:11 Просмотров: 24

Вера Ивановна пÿлĕм алăкне хуллен уçса кăшт итлесе тăчĕ. Кухньăра телевизор сасси илтĕнет. Эппин, кинĕ апатланнă хыççăн халĕ те хăйĕн юратнă сериалĕсене пăхать. Залра та телевизор пур-ха, унта ларма та канлĕрех. Анчах çамрăк хĕрарăм хунямăшне тарăхтарас тĕллевпех вырăнтан та хускалмасть. Кăнтăр апат вăхăчĕ тахçанах иртсе кайнă ĕнтĕ. Вера Ивановна вара ирпе пĕр стакан чей ĕçнисĕр пуçне ăшне пĕр татăк та яман. Тухсан каллех харкашу пуласси иккĕлентермест. Анчах капла кĕтсе ларасси те пулмасть. Нимĕн те çимен пирки юн пусăмĕ те чакса кайма пултарать. Пуçĕ çаврăнма пуçланине туйса илчĕ çитмĕле çывхаракан хĕрарăм. Вăл ерипен кухньăна иртрĕ. Кинĕ ăна курсанах çилленсе:

- Миçе хут каланă сире, эпĕ кунта чухне ан тухăр тесе. Ман пăлханма юраманнине пĕлсех çавăн пек хăтланатăр эсир, хăçан куçран çухалатăр тулĕк, - таса мар çынна курнă пек йĕрĕнсе, пысăк хырăмне каçăртса зала утрĕ вăл.

Вера Ивановна кастрюле уçса пăхрĕ. ..

Тĕплĕнрех хаçатра

Валентина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика