Çĕнтерÿ медалĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 04.03.2025, 11:15 Просмотров: 20

Павел Иванович Князева

Ват фронтовикăм вырăнпах выртатчĕ,

Çуталчĕ шанчăк ун куçĕсенче:

Çулсем иртсен каллех награда пачĕç -

Çĕнĕ медаль халь кăкăрĕ çинче.

Вăл çирĕмре чухне суха тăватчĕ,

Фронта повестка пачĕç алăран,

Ял çил арманĕ ырă çул сунатчĕ

Çĕнтерÿпе килмешкĕн вăрçăран.

Вăл мирлĕ пурнăçшăн хастар кĕрешнĕ,

Киле вăл таврăннă Мачамăшне.

Çĕр ĕçĕпе ял-йышăмпа пĕрлешнĕ,

Мухтав ачишĕн ашшĕ-амăшне!

Пуçа шуратрĕ вăрçă-харçă терчĕ,

Эпир ĕненнĕ çут пуласлăха.

Тавах Турра, вăл çĕр çула çитерчĕ:

Тул çутăлни, хĕвел тухни - паха.

Пирĕннисем хăюлăхне кăтартрĕç,

Европăна кăларчĕç ирĕке.

Мул хуçисем кĕç тĕнчене пăтратрĕç.

Пуçĕсенче - ăçтиçукла йĕрке.

Анчах Раççей хăват илсе çĕкленчĕ:

Çар çыннисен пĕр шухăш халăхпа.

Çапăçура яш-кĕрĕм тĕрекленчĕ,

Çĕн Çĕнтерÿ туптать вăл Турăпа.

Тăван çĕршывăн Çĕнтерÿ медалĕ

Салтак чĕрин астăвăмне упрать.

Апла, пĕтмен-ха халăхăн вăй-халĕ,

Ун чысĕпе мухтавĕ пурăнать!

Валерий КОШКИН,

отставкăри полковник

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика