РФ КоАП-ĕн 32.2-мĕш статйипе килĕшÿллĕн административлă явап тыттарнă çыннăн штрафа йышăну саккунлă вăя кĕнĕ кунран 60 кун иртиччен татмалла.
Ăна вăхăтра тÿлеменшĕн те явап кĕтет - административлă йĕркене пăсни çинчен протокол çыраççĕ ?РФ КоАП-ĕн 20.25-мĕш статйин 1-мĕш пайĕ%. Вăхăтра татман штраф икĕ хут пысăкланать, анчах ун виçи 1 пин тенкĕрен сахалрах пулмалла мар. Е тата 15 талăк таран административлă арест хума е 50 сехет таран обязательнăй майпа ĕçлеттерме те пăхнă.
Штрафа тÿлеме панă 60 кун иртсен, саккунпа килĕшÿллĕн, ку суммăна шыраса илессипе суд приставĕсен служби тимлеме тытăнать. Парăма ĕç укçинчен, стипендирен е тупăшăн ытти тĕсĕсенчен хистесе тавăрма пултараççĕ.
«Пурнăçлав производстви çинчен» федераллă саккун çине таянса, штрафпа пĕрлех суд приставĕ йĕркене пăсаканран патшалăх пошлинине те шыраса илет.
Сăмах май, унчченхи эрнере округ территорийĕнче «Парăмçă» профилактика мероприятийĕ иртрĕ. Йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем штраф парăмĕсене шыраса илессипе мерăсем йышăнчĕç.
Хисеплĕ граждансем, административлă саккунлăха пăсасран асăрханса штрафсене саккунпа çирĕплетнĕ тапхăрта хывма сĕнетпĕр. Кăсăклантаракан информацие Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕнче ыйтса пĕлме май пур. Адресĕ: Вăрнар поселокĕ, Советски урамĕ, 23-мĕш «а» çурт.
Екатерина ГАВРИЛОВА,
полицин «Вурнарский» пайĕн административлă саккунсене
пурнăçланине асăрхассипе тимлекен инспекторĕ
Апрель 2025 |