Ăшă сăмахсемпе те сиплеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.03.2025, 18:58 Просмотров: 66

Кашни кунах больницăра ирттеретĕп, шăлсене юсатăп. Шур халатлă çынна курсан чĕрем хăранипе кăлт-кăлт тапать, ача пулнă пулсан тухса тармалла-ха. Халĕ çитмĕл урлă каçрăм та шăла çыртсах чăтма тивет. Утмăл урлă каçсан ултă çулхи ача ăсĕ кĕрет тет. Мĕн тăвăн, çаплах пулĕ.

Черет кĕтсе коридорта ларатăп, çынсене сăнатăп. Шăл тухтăрĕ патĕнчен карчăксем шăл йĕрсе тухаççĕ, театра килнĕ тейĕн. Вăхăт çитсен эпĕ те кабинета кĕретĕп. «Так, посмотрим, - тет юрлакан сасăпа Ольга Егорова шăл тухтăрĕ. - Просим на кресло», - илтетĕп малалла. Акă ĕнтĕ вырнаçрăм кресло çине, шăлсем манăн «хумханса» илчĕç, мĕн кĕтет пире малалла терĕç пулĕ. «Экзекуци пуçланчĕ, чăтăр», - тетĕп шăлсене. «Бог терпел и нам велел»,- шутлатăп ăшăмра. Кăшт ыратма пуçласанах Ольга Васильевнăн: «Немножко осталось, чуть-чуть будет больно, но терпимо», - тесе юрлакан сасси илтĕнсе каять, чуна лăплантарать. «Аха, молодчина, голову опускаем, аха», - тăсать малалла ман шăлсене сиплекен тухтăр. Хăйне пулăшакан Алевтина Родякина медсестрана ăна-кăна илсе пама ыйтать, медицина терминĕсемпе калаçать. Эпĕ пурне те чухласа каймастăп, вырăсла каласан «хлопаю ушами». Хăйсем хушшинче пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе ĕçлеççĕ, çынсене сиплеççĕ, пыл хурчĕсем пекех тăрăшаççĕ. Турри пулăшса пытăр ĕнтĕ çак ырă кăмăллă, хăйсене шеллемен тухтăрсене. Кун-çулĕсем вăрăм пулччăр, тăванĕсем юратчăр çавăн пек ылтăн çынсене.

Анюкка аппа. Вăрнар

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика